«Каҫал ен» хаҫата ҫырӑнса илекенсем хушшинче тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур. Аслӑраххисем хаҫатра телепрограмма курасшӑн. Хальхи телевизорсем ҫинче программӑна пульт ҫине пуссах пӗлме пулать. Анчах та ватӑрах ӳсӗмрисемшӗн ҫакна тума йывӑр. Ҫамрӑкраххисем хаҫатра телепрограмма пичетленине хирӗҫ.
Хаклӑ вулаканӑмӑрсем! Эпир сирӗн сӗнӗвӗрсене пӗлесшӗн. Хаҫатра телепрограмма кирлӗ-и? Кирлӗ пулсан сире хӑш каналсем интереслентереҫҫӗ?
Эсир панӑ сӗнӳсемпе канашсем хаҫат номерӗсене хатӗрленӗ чухне пулӑшасса шанатпӑр.
Шӑнкӑравлӑр, ҫырса ярӑр, кӗрсе тухӑр. 8(83539)5-13-00, 5-14-07. Электронлӑ почта: kasal1971@rambler.ru, smi05-1@cap.ru.
Хаҫат редакцийӗ.

