Январӗн 15-мӗшӗнче республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫнӑ. Информаци кунӗн ӗҫне ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округри Обществӑлла палатӑн ертӳҫи К.С.Мифтахутдинов, депутатсем, округ администрацийӗн пайӗсен, территори уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш ыйтупа, банк картисем ҫинчи укҫа-тенке вӑрлани тата контактсӑр майпа ултавҫӑсем усӑ куракан хальхи меслетсем ҫинчен РФ шалти ӗҫсен пайӗн «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ С.А.Ласточкин сӑмах илнӗ. Ҫӗршывра, республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та ултавҫӑсен серепине лекнисем час-часах тупӑнса пыраҫҫӗ. Телефонпа, компьютерпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑрах пулмалли ҫинчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ та, шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсем те тӑтӑшах пӗлтерсе тӑраҫҫӗ пулин те ултав «вӑлтине» ҫакланакансем пур. «Ултавҫӑсем ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ ултав схемисем шутласа тупаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗлсе усӑ кураҫҫӗ», — палӑртнӑ Сергей Анатольевич. Ултавҫӑсем усӑ куракан вунӑ ытла мелсене илсе кӑтартнӑ. Ӗҫ тӑвакан органсенче тӑрӑшакансене халӑх хушшинче тӑвакан ӑнлантару ӗҫне малалла туса пыма сӗннӗ. Палламан номерлӗ шӑнкӑравсене тытмалла мар, тытсан та калаҫмасӑр чарса лартмалла. Тӗпрен илсен ҫак шухӑшсене палӑртнӑ калаҫакансем.
2025 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусен тарифӗсене индексацилесси пирки ок-руг пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин каласа панӑ. Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнчен тарифсем ӳсмеҫҫӗ. Июлӗн 1-мӗшӗнчен вара коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ. Ҫутҫанталӑк газӗн, электроэнергин, йӑлара усӑ курнӑ ҫӳп-ҫапшӑн тарифӗ сене хӑпартма палӑртнӑ.
Республикӑри шкулсенче тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче вӗри апатпа тивӗҫтерессин ыйтӑвӗпе округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова сӑмах илнӗ. Вӑл округри пур вӗрентӳ учрежденийӗсенче те ку ӗҫе тивӗҫлипе туса пынине палӑртнӑ. Вӗренекенсен апачӗн пахалӑхӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине ҫирӗплетнӗ. Ачасене продукципе тивӗҫтерессине «Комбинат питания» ООО урлӑ туса пыраҫҫӗ. Шкулсенче апат пахалӑхне ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ тӗрӗслесе тӑрать. «Завтрак с директором», «Школьный ревизор» тата ытти акцисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑ ачасен апачӗн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑма май парать. Шкул столовӑйӗсенче ӗҫлекенсемпе вӗрентӳ йӗркеленӗ.
Хӗллехи тапхӑрта ҫул-йӗ-ре пӑхса тӑмалли контрактсем мӗнле пурнӑҫланнипе те А.Г.Кузьмин паллаштарчӗ. Ку тӗлӗшпе подрядлӑ организацисем пур. Округри ҫулсене «Воддорстрой» ООО, Рахимзяновӑн уйрӑм ҫын предприятийӗ, «Дубовка» ООО пӑхса тӑраҫҫӗ, вӗсемпе контракт тунӑ. Ял хушшинчи ҫулсене юртан тасатас тӗлӗшпе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе тата уйрӑм ҫынсемпе килӗшӳ туса ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал вӑйлӑ ҫил-тӑман пулман, анчах та ҫулсем пӑрлак. Ку енӗпе те кирлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑ.
Асӑннӑ ыйтусене пӗтӗмлетсе пырса Василий Владимирович та, Николай Никандрович та хӑйсен шухӑшӗсене палӑртнӑ.
Информаци кунне хутшӑнакансем Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне тӑвас енӗпе ӗҫлекен строительсемпе те курнӑҫса калаҫнӑ.
Юрий Гаврилов.

