Январӗн 13-мӗшӗнче ҫӗршывра Раҫҫей Пичет кунне, январӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Пичет кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак ятпа округри шкулсенче тӗрлӗ мероприятисем пулса иртнӗ.
Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 9 «а» класра вӗренекенсем журналистика ветеранӗпе, пултаруллӑ ялкорпа В.В.Гавриловпа тӗлпулу ирттернӗ. Василий Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче «Каҫал ен» хаҫатӑн историйӗпе паллаштарнӑ, журналист ӗҫӗ ҫинчен каласа панӑ. Шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ П.В.Родионов журналист-ветерана уяв ячӗпе саламланӑ, асӑнмалӑх парне панӑ.
Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен кадетсем «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗнче пулса курнӑ. Тӗп редактор ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Т.В.Мамуткина редакцин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ, ачасен ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ. Вӗренекенсем хаҫатӑн паянхи сӑн-сӑпачӗпе паллашнипе пӗрлех 1936, 1941, 1945 ҫулсенче тухнӑ номерсене те интересленсе пӑхнӑ. Кадетсем редакци коллективне Пичет кунӗ ячӗпе саламланӑ, хӑйсем те дизайнер тата фотограф вырӑнӗнче пулса пӑхнӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).

