Вторник, 13 октября

50 ҫул юратнӑ мӑшӑрпа

«Турӑ пӳрнӗ телейлӗ шӑпа, 50 ҫул юратнӑ мӑшӑрпа», — илемлӗн шӑрантараҫҫӗ Любовь тата Николай Гордеевсем. Ҫак юрра Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Николаевсем ҫинченех ҫырнӑн туйӑнать. Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланса пурнӑҫ сукмакне пӗрле такӑрлатаҫҫӗ вӗсем, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса ҫемье ӑшшине упраҫҫӗ, ачисемпе мӑнукӗсене те телейлӗ пулма пехиллеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсен ҫывӑх ҫыннисем, пӗрле ӗҫленисем, ял халӑхӗ тата ыттисем те округри ЗАГС уйрӑмӗнче пуҫтарӑнса «ылтӑн» юбилярсене саламланӑ.

Ҫемье пуҫӗ Василий Петрович Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн салтак атти тӑхӑннӑ. Таврӑнсан Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме пикеннӗ, 1977 ҫултан пуҫласа 10 ҫул  «Заветы Ильича» колхозра хӑрушсӑрлӑх техникин инженерӗнче тӑрӑшнӑ. 1988 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулччен ҫак колхозӑн тилхепине тытса пынӑ. Район тата ял Совечӗн депутачӗ, ЧР ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ, агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен союзӗн активлӑ членӗ. Хастар та ӗҫченскерӗн пухмачӗнче  ЧАССР Хисеп грамотисем, РФ Ял хуҫалӑх министерствин, ЧР Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотисем тата ытти наградӑсем типтерлӗн упранаҫҫӗ.

Кил вучахӗн управҫи Арестина Семеновна та — ялти хисеплӗ ҫын. Вӑл нумай ҫул Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче малтан физкультура учителӗнче ӗҫленӗ, кайран кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. Ырми-канми ӗҫӗпе нумай хутчен тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫнӗ, ҫав шутра ӑна РФ Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе те чысланӑ.

Арестина Семеновнӑпа Василий Петровича ялта ҫеҫ мар, округра та пӗлеҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ, республикӑра та вӗсем ӗҫӗсемпе палӑрнӑ. «Лайӑх, йӗркеллӗ пурӑнса пынӑ, Аслӑ Чурачӑкра та, Чӗчкенре те пирӗн ҫинчен япӑх калакансем ҫук пуль тетӗп. Чӑвашсемпе тутарсем яланах пӗртӑвансем пек пурӑннӑ, малашне те ҫапла пуласса шанатӑп», — уҫнӑ шухӑшне нумай ҫул колхоз ертӳҫинче вӑй хунӑ Василий Петрович.

Пурнӑҫ урапи пӗр тикӗс кусмасть. «Ылтӑн» юбилярсем ҫакна никамран та лайӑх пӗлеҫҫӗ. «Ҫемьере 50 ҫул хушшинче тем те пулнӑ: савӑнӑҫӗ те, хуйхи те. Пурнӑҫ вӑл тӗрлӗрен. Темле лару-тӑрура та пӗр-пӗрне пулӑшни, хаклани, хисеплени паха. Малалла та мӑшӑрпа лайӑх пурӑнма сӑмах паратпӑр», — ӑшӑ йӑл кулӑпа пӗлтернӗ кил вучахӗн управҫи.

Николаевсем икӗ ывӑла кун ҫути парнеленӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Асли Олег Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнче суд тытӑмӗнче вӑй хурать. Эдуард Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Николаевсен 6 мӑнук. Вӗсем аслашшӗпе асламӑшӗшӗн чи хаклисем, чи маттуррисем.

Уявра муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, АПК ветеранӗсем Илдус Миннетуллинпа Гариф Апраков, Николаевсен тӑванӗ-пӗтенӗсем, ачисемпе мӑнукӗсем юбилярсене ӑшшӑн саламланӑ, малашне те ҫемье ӑшшине упраса, Турӑ панӑ кашни кунпа савӑнса, пӗр-пӗрне хисеплесе, пысӑк хавхаланупа пурӑнма суннӑ. Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗн фольклор ансамблӗ илемлӗ юрӑсемпе савӑнтарнӑ.

Наталья Калашникова.

Пире ҫакӑн пек хисеплесе чысланӑшӑн, вӑхӑт тупса уява килнӗшӗн, ӑшӑ сӑмахсемпе савӑнтарнӑшӑн муниципаллӑ округ пуҫлӑхне Николай Раськина, Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникне Юрий Лукиянова, ЗАГС ӗҫченӗсене, пӗрле ӗҫленисене, культура ӗҫченӗсене, ял-йыша, тӑвансене, кунта килнӗ ҫынсене пурне те чӗререн тав тӑватпӑр. Ырлӑх-сывлӑхлӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр, сире пурне те юратупа килӗшӳ, ҫемье ӑшши сунатпӑр.

Николаевсем. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *