Вторник, 13 октября

Ҫеҫпӗл сӑввисем хӗрӳллӗн янарӑрӗҫ

Ҫеҫпӗл сӑввисем хӗрӳллӗн янарӑрӗҫ

2024 ҫулта вӗри чӗреллӗ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине уявлатпӑр. Ҫак паллӑ куна халалласа Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче те, чӑвашсем пурӑнакан ытти тӑрӑхсенче те ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ мероприятисем сахал мар ирттереҫҫӗ.

Ноябрӗн 13-мӗшӗнче юратнӑ поэтӑмӑра халалласа Комсомольски округӗн этнобиблиотекинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата 5—11-мӗш класс ачисен хушшинче илемлӗ сӑвӑ вулакансен «Манӑн Ҫеҫпӗл» фестиваль-конкурс иртрӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем уява питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫырнӑ сӑвӑсем хӗрӳллӗн шӑранса янӑрарӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем грамотӑсене тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Библиотека ӗҫченӗсем Валентина Георгиевна Боровкова тата Светлана Николаевна Григорьева Ҫеҫпӗл пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллаштарса викторина ирттерчӗҫ. 

Ҫеҫпӗл Мишши ҫамрӑксен чӗринче паян кун та вут-кӑварпа ялкӑшать. Вӑл пирӗн чӗререн нихҫан та тухмӗ.

Галина ТИМОФЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *