Вторник, 13 октября

Ыйтусене пӗрле канашласа татса памалла

Юнкун округра черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Администрацин ларусен залӗнче ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, вырӑнти депутатсем, администраци ӗҫченӗсем, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем тата ыттисем информкунӑн темисене сӳтсе явнӑ.

Пӗрремӗш ыйтупа администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин пуҫаруллӑ бюджет программи урлӑ пурнӑҫа кӗрекен проектсем ҫинчен каласа панӑ. Кӑҫал ҫак программа тӑрӑх округри ялсенче 28 проект пурнӑҫа кӗртнӗ, ҫав шутра ҫулсене юсанӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑксене тата масарсене йӗркене кӗртнӗ, урамсенче ҫӗнӗ хунарсем вырнаҫтарнӑ, пӗве тасатнӑ тата ытти те. Пурӗ ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама 23,33 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, ҫав шутра 13,08 миллион тенкине республика бюджетӗнчен, 5,34 миллион тенкине вырӑнти бюджетран уйӑрнӑ, 4,91 миллион тенкине халӑх пуҫтарнӑ. Ҫитес ҫул валли территори уйрӑмӗсем ҫакнашкал 41 проект хатӗрленӗ.

«Кӗтне» спорт шкулӗн директор ҫумӗ Петр Порядков муниципаллӑ округ территорийӗнче ГТО комплексӗ пурнӑҫлас ӗҫ мӗнле пынипе паллаштарнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, округра ачасем те, ҫитӗннисем те ГТО нормативӗсене йышлӑн параҫҫӗ.  Халӑха ГТО нормативӗсене парассине явӑҫтарассинче Комсомольски округӗ республикӑра чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсен шутне кӗрет. Ҫапла кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталӑн кӑтартӑвӗсемпе пирӗн округ Етӗрне округӗнчен 1 балл ҫеҫ юлса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Экономика тата инвестици ӗҫӗн секторӗн ертӳҫи Оксана Козина кун йӗркинчи виҫҫӗмӗш ыйтӑва — вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене патшалӑх мӗнле пулӑшнине — уҫӑмлатнӑ. Хальхи вӑхӑтра муниципаллӑ округ территорийӗнче ҫакӑн пек  831 субъект ӗҫлет. Республикӑра бизнес валли тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрсем туянма тӑкакланӑ укҫан 30 процентне каялла тавӑрмалли, социаллӑ предприятисен реестрне кӗртнӗ организацисене пулӑшу кӳмелли, ҫамрӑк предпринимательсене (25 ҫул тултариччен) пулӑшмалли программӑсем пур. Ҫавӑн пекех вак тата вӑтам бизнеса пулӑшу кӳрекен агентство, «Чӑваш Республикин Гаранти фончӗ» тата республикӑн бизнес-инкубаторӗ пулӑшма яланах хатӗр.

Агропромышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакансен те тӗрлӗ пулӑшупа усӑ курма май пур. 2024 ҫулта ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсем 21 ҫӑмӑллӑхлӑ кредит пурӗ 189,4 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Ҫак укҫапа усӑ курса вӗсем элита вӑрлӑх,   удобренисем,   техника хатӗрӗсем туяннӑ тата ытти ӗҫсене пурнӑҫланӑ.

«Агростартап» программӑна хутшӑнса 6 фермер 40 миллион тенкӗлӗх грант илнӗ. «Агротуризм» программӑпа вара 1 фермер 10 миллион тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ. Хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем те патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Кӑҫал 5 ҫын — ӗнесем, 1 ҫын ял хуҫалӑх техники туянма патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ.

Информаци кунӗнче тата ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. «Чылай ыйтӑва кӗске хушӑра татса пама пулни савӑнтарать. Теприсене валли ытларах вӑхӑт кирлӗ. Чи пӗлтерӗшли — пӗрле, пӗр-пӗринпе канашласа, сӳтсе явса ӗҫе пурнӑҫламалла», — палӑртнӑ мероприятие пӗтӗмлетсе Николай Никандрович.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *