XXI ӗмӗр — информаци ӗмӗрӗ. Архивсем вара ҫӗршывӑн чи пысӑк та хӑйнеевӗр информаци ресурсӗ шутланаҫҫӗ. Пурнӑҫ питӗ хӑвӑрт улшӑнса пынӑ май чылай чухне паянхи ҫивӗч ыйтусене татса пама историлле астӑвӑма тӗпчеме, иртнине тарӑннӑн тишкерме тивет. Архивсем иртнине, паянхине тата пулассине ҫыхӑнтарса тӑраҫҫӗ. Вӗсем кунран-кун пуянланса пыни пирӗн халӑхӑн историйӗ манӑҫа тухманнине, тӗрлӗ документсенче упранса юлнине ҫирӗплетет.
Ҫак кунсенче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра интереслӗ те асра юлмалла пулӑм пулса иртнӗ. СССР журналистсен союзӗн членӗ, активлӑ общество деятелӗ, харпӑр хӑйӗн архив фондне йӗркеленӗ тӗлӗнмелле ҫын, нумай ҫул район хаҫатӗнче фотокорреспондентра тӑрӑшнӑ Николай Скворцов 95 ҫул тултарнине халалласа мероприяти ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче Николай Константинович нумай ҫул пуҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене, биографи материалӗсене, документсене, награда хучӗсене округ архивне парнеленӗ.
Мероприятие юбилярӑн ҫывӑх ҫыннисем, пӗр ялта пурӑнакансем, район хаҫатӗнче пӗрле ӗҫленисем, ҫавӑн пекех администраци, библиотека, культура ӗҫченӗсем тата ыттисем те хапӑл тусах хутшӑннӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин хисеплӗ ветерана саламласа нумай ҫул журналистика анинче тӑрӑшса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Тав хучӗ парса чысланӑ. ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов, Комсомольскинчи централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова, «Слава» ЯХПК председателӗ Александр Грачев, администраци ӗҫченӗсем те тухса калаҫнӑ, Николай Скворцовӑн пултарулӑхӗпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. ГСВГ ветеранӗсен вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Николай Смирнов тав хучӗпе медаль парса чысланӑ.
Николай Константинович 1929 ҫулта Хирти ,нел ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Йывӑр пурнӑҫа, выҫлӑха, нушана пула унӑн нумай вӗренме май килмен — 6-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1947 ҫулта Скворцовсен ҫемйи Киров поселокне куҫса килнӗ. 1949 ҫулта Николай салтак атти тӑхӑннӑ, службӑра ахаль рядовойран миномет расчечӗн командирӗ таран ҫитнӗ. Салтакран килсен вӑл комбайнер пулӑшуҫинче, трактористра, комбайнерта тӑрӑшнӑ, Казахстан ҫӗрӗсене уҫнӑ ҫӗрте те пулнӑ. 1961 ҫулта, фотограф ӗҫне хӑй тӗллӗн вӗреннӗскер, йӑлари пулӑшусен комбинатӗнче фотографра тӑрӑшма пикеннӗ. Каярахпа Николай Константинович икӗ ҫул Елчӗк район хаҫатӗнче вӑй хунӑ, унтан 1970 ҫулта Комсомольски район хаҫатне куҫнӑ, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех унта ӗҫленӗ. Николай Скворцовӑн сӑнӳкерчӗкӗсем пӗрре мар Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче те мала тухнӑ. Пултаруллӑ ҫын пур ӗҫре те маттур. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан хастарскер алӑ усса ларман% хӑй тӗллӗн минитрактор, токарь станокӗ, культиватор, плуг тата ытти хатӗрсем ӑсталанӑ.
Мероприятире Николай Константиновичӑн хӗрӗ Лидия Николаевна, пӗр ял ҫыннисем, «Октябрь ялавӗ» хаҫатра пӗрле ӗҫленӗ Зинаида Соловьева, Светлана Ильина, Виталий Хораськин, округри таврапӗлӳҫӗсен канашӗн председателӗ Светлана Кокорева тухса калаҫнӑ, Николай Константинович тӗлӗнмелле талантлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫын пулнине палӑртнӑ, ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Кироври ял клубӗн фольклор ансамблӗ юррисемпе савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Валентина ШИНГАЛОВА.

