Вторник, 13 октября

Ӗҫ тупма пулӑшӗҫ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Комсомольскинчи «Раҫҫейри ӗҫ» центр ултӑ хутчен «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен пӗрлехи кунне» ирттернӗ. Ҫак ятпа иртнӗ информаци консультацийӗсенче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пырса тивекен пулӑшу программисем, ҫав шутра професси пӗлӗвӗ илмелли патшалӑх программисем тата социаллӑ контракт ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ.

Консультацисем усӑсӑр иртмен: пӗр ҫын ҫӗнӗ профессие алла илсе хуралҫӑна вырнаҫнӑ, тепри тӳлевлӗ обществӑлла ӗҫ пурнӑҫлама килӗшнӗ. Хушма професси илекен, социаллӑ контракт ҫыракан та пулнӑ. 

Ноябрь уйӑхӗнче кадрсен центрӗнче шӑпах улттӑмӗш консультаци иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗрех хушма професси пӗлӗвӗ илме пулни ҫинчен калаҫнӑ.

«Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа адреслӑ уйрӑм пулӑшу ӗҫлӗ. Вӗсен ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенчен ҫирӗплетнӗ ятарлӑ кураторсем пулӗҫ. Ҫынна каялла ӗҫе тавӑрма кашнин валли уйрӑм план хатӗрлӗҫ, унта пӗтӗм усӑ курма пулакан сервиссемпе пулӑшу мерисене шута илӗҫ», — палӑртнӑ Комсомольскинчи «Раҫҫейри ӗҫ» центр начальникӗ Екатерина Жукова.

Ҫапла майпа ҫитес ҫултан пуҫласа ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑнакансене специалистсем ӗҫ тупма пулӑшӗҫ. Патшалӑхӑн ятарлӑ программисем ку енӗпе питӗ усӑллӑ пулӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *