Тӗллевлӗ ӗҫсем палӑртаҫҫӗ

Тӗллевлӗ ӗҫсем палӑртаҫҫӗ

Чӑваш Енре 58 культура учрежденине ҫӗнетме 355,7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

ЧР Министерсен Кабинечӗ «Чӑваш Республикин бюджетӗнчен муниципаллӑ округсен бюджечӗсене 2024 ҫул валли субсидисем уйӑрасси ҫинчен» проекта ырланӑ. 

«2024 ҫулта культура ҫурчӗсене юсама, пурлӑхпа техника никӗсне аталантарма тата ҫирӗплетме, ҫавӑн пекех чи лайӑх учрежденисемпе вӗсен ӗҫченӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ пама 28,9 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ», — тенӗ Чӑваш Ен культура министрӗ Светлана Каликова.

Культура ҫурчӗсен (вӗсен филиалӗсен) пурлӑхпа техника никӗсне аталантарма тата ҫирӗплетме 8,6 миллион тенкӗ яма палӑртнӑ. Кӑҫал 8 объекта юсама 17,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх муниципалитет шайӗнчи бюджетсене пурӗ 3,1 миллион тенкӗ тивӗҫӗ, ҫак шутран 0,8 миллион тенкине чи лайӑх культура ӗҫченӗсене тата 2,3 миллион тенкине культурӑн чи лайӑх учрежденийӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ пама ярӗҫ.

«Ял территорийӗсене аталантарасси питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ял ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшать. Унта пурӑнакансен ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗсенче канма тата пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме май пулӗ», — палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулта республика бюджетӗнчен клуб йышши 20 муниципаллӑ культура учрежденине тӗпрен юсама укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. 199,3 миллион тенке ҫывӑх вӑхӑтра 9 округпа хулана ҫитерӗҫ, ҫав шутра Комсомольски округне те.

«Маларах культура учрежденийӗсене тӗпрен юсама 127,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Тӗпрен илсен, ялсенчи культура вучахӗсене ҫӗнетес тӗлӗшпе тӗллевлӗ ӗҫ пырать, ҫав шутра РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ «Культура» наци проекчӗн шайӗнче те. Ҫакӑ пире ялсенчи ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстерме май парать», — пӗлтернӗ Светлана Каликова.

Шухӑш

Дария ГРИБОВА,

округ администрацийӗн культура секторӗн начальникӗ:

— Социаллӑ-культурӑллӑ объектсене юсаса ҫӗнетме республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрни чӑннипех те пысӑк пулӑшу, эпир уншӑн Чӑваш Ен правительствине тав тӑватпӑр. Ҫакӑ пире малалла та тӑрӑшса ӗҫлеме, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ проектсене хутшӑнма хавхалантарать.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, кӑҫал пирӗн округри 3 культура ҫуртне юсама укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ: Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел (43173,87 пин тенкӗ), Элпуҫ 14194,8 пин тенкӗ, Хырхӗрри (1720,2 пин тенкӗ).  

«Чи лайӑх муниципаллӑ культура учрежденийӗ» ята тивӗҫнӗ Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫурчӗ тата Александровка ял библиотеки ӑ50-шар пин тенкӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ илӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *