Воскресенье, 19 мая

Пур ӳсӗмрисемшӗн те пӗлтерӗшлӗ

Пур ӳсӗмрисемшӗн те пӗлтерӗшлӗ

«Демографи» наци проекчӗ «Ача ҫуралсан ҫемьесене укҫа-тенкӗпе пулӑшасси», «Виҫӗ ҫула ҫитмен ачасене шкул умӗнхи пӗлӳ памалли майсем туса парасси, хӗрарӑмсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшасси», «Аслӑ ӑру», «Обществӑн сывлӑхне ҫирӗплетесси», «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» федераллӑ проектсене пӗрлештерсе тӑратьӗ Вӗсен тӗп тӗллевӗсем — ашшӗ-амӑшне ача ҫуратма хавхалантарасси, ҫемье институтне аталантарасси, сывлӑха ҫирӗплетме майсем туса парасси, аслӑ ӑрури ҫынсем ҫине  тимлӗх уйӑрасси.

Пӗтӗмӗшле илсен ку наци проекчӗ ҫӗршывра ӗҫе кӗртекен пур проектсемпе тата программӑсемпе те тачӑ ҫыхӑннӑ теме пулать. Вӗсем пурте Раҫҫейре пурӑнакансене ӗҫлеме, канма, вӑхӑта усӑллӑ та савӑнӑҫлӗ ирттерме майсем туса парас тесе ӗҫлеҫҫӗ.

Округри пӗтӗмӗшле демографи кӑтартӑвӗсем республикӑри яллӑ чылай вырӑнти пекех. Ача ҫураласлӑхӗ вилекенсенчен  сахалрахӗ 2023 ҫулта округра 136 пепке кун ҫутине килнӗ, 311 ҫын пурнӑҫран ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ. Пӗлтӗр 75 ҫӗнӗ ҫемье ҫуралнӑӗ Ҫав вӑхӑтрах 56 мӑшӑр уйрӑлнӑ.

Ҫамрӑксем тӑван тӑрӑха юлса ҫемье ҫавӑрсан ялсем ача-пӑча сассипе тулаҫҫӗ. Округри Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсенче ҫураласлӑх вилекенсенчен ытларах пулни те ҫав пулӑмпах ҫыхӑннӑ. Ку тӑрӑхра ҫӗнӗ урамсем ҫуралаҫҫӗ, апла пулсан ял татах та аталанать.

Ҫамрӑк ҫемьесене патшалӑх тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама тӑрӑшать. Ку енӗпе нумай программа ӗҫлетӗ Ҫакна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӑҫал  Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те палӑртнӑччӗ: «Пулӑшу мелӗсен шучӗ тата вӗсен калӑпӑшӗ ҫулсерен пысӑкланать. Ҫавна май Чӑваш Енре «Ҫемье навигаторӗ» цифра сервисне туса хатӗрлеме тата ӗҫе кӗртме тӗллев лартатӑп».

Округри ЗАГС пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемье институтне аталантарас, унӑн пӗлтерӗшне палӑртас тӗллевпе чылай мероприяти ирттернӗ. Нумай ҫул мӑшӑрлӑ пурӑнакансем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑччӑр тесе те нумай тӑрӑшнӑ. Кӑҫал Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ май округра та ҫав енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсен ятарлӑ планне хатӗрленӗ.

Патшалӑх ытларах ача ҫуратакансене амӑшӗн капиталне пани, ача укҫин виҫине индексацилесе тӑни, социаллӑ ытти пулӑшусемпе вӑхӑтра тивӗҫтерни — ҫӗршывра демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас енӗпе тунӑ утӑмсем.

Ачаллӑ хӗрарӑмсене ӗҫ тупма пулӑшас тӗлӗшпе округри халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр чылай ӗҫ тӑвать. Вӗренсе ҫӗнӗ професси илме е хӑй тӗллӗн ӗҫлеме майсем туса парать. «Акӑ, пирӗн центр урлӑ Л.Шалина флориста вӗренчӗ. Ун хыҫҫӑн  предпринимательство енӗпе ӗҫлеме социаллӑ контракт ҫырчӗ», — пӗлтерчӗҫ ӗҫпе тивӗҫтерекен центртан. Ун пек тӗслӗх татах та нумай.

Аслӑ ӑрури ҫынсем тунсӑхласа ан ларччӑр, вӑхӑтне интереслӗ те усӑллӑ ирттерччӗр тесе иртнӗ ҫул округра РФ Социаллӑ фончӗн клиент служби ҫумӗнче «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Унта округри ватӑсем тӑтӑшах пуҫтарӑнса тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. «Пенсионерсен союзӗ» обществӑлла организаципе пӗрле муниципалитет ӗҫченӗсем округра тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ ирттереҫҫӗӗ Вӗсем ытларах «Спорт — пурнӑҫ норми» девизпа пулаҫҫӗ.

«Демографи» наци проектне пурнӑҫлама 2024 ҫул пуҫланнӑ тӗле 311 триллион тенкӗ янӑ. Вӑл шутран 2,97 триллионӗ — федераци  бюджетӗнчен. Ку проект малалла пырать. Вӑл енӗпе кӑҫал та пысӑк та пӗлтерӗшлӗ чылай ӗҫ палӑртнӑ. «Демографи» наци проекчӗ пӗчӗккисемшӗн те, ҫитӗннисемшӗн те, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *