Вторник, 30 апреля

Ял çыннисем хисеплеççĕ

Ял çыннисем хисеплеççĕ

Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакансем, район çыннисем  Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, Николай Димитриевич Краснов ятне лайăх пĕлеççĕ. Вăл нумай çул ялти шкулта учитель, директор пулса тăрăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те çапăçнă, нумай наградăсене тивĕçнĕ. Шел пулин те, вăл Аслă Çĕнтерĕвĕн 77-мĕш çулне кĕтсе илеймерĕ, февральте пурнăçран уйрăлчĕ.

Ентешсем унăн ятне манмаççĕ, çавна май ветерана хисеплесе майăн 9-мĕшĕнче  Чăваш республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, Николай Краснов пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Çакă хăй çук пулсан та ăна хисепленине, ял халăхĕ ун ятне асра тытнине туллин çирĕплетет.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *