Четверг, 25 апреля

Анлăн паллă турĕç

Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 77 çул çитнине халалласа Аслă Чурачăк ялĕнчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк умĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ. Ăна Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Лукиянов уçрĕ, пурне те паллă кун ячĕпе саламларĕ. Аслă Чурачăк вăтам, Чĕчкен тĕп шкулĕсен директорĕсем С.Лукиянов, А.Гайнуллова, «Труд» ЯХПК председателĕ Р.Шарафутдинов хăйсен сăмахĕсенче çĕнтерӳшĕн фронтра та, тылра та мĕн пур совет халăхĕпе пĕрлех ял çыннисем те паттăрăн кĕрешнине палăртрĕç. Уйрăмах митинга килнисен чун-чĕрисене вăрçă ачин, ĕç ветеранĕн К.Шипатован сăмахĕсем витерчĕç. Унăн ашшĕ те вăрçă вучĕ витĕр иртнĕ. Мăнукĕсем паттăр салтак ятне асра тытаççĕ.

Митингра Çĕнтерĕве халалласа юрă-кĕвĕ янрарĕ, вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, пĕр минут шăп тăчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тăванĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене йăтнă «Вилĕмсĕр полк» мăнаçлăн утса иртрĕ.

Чĕчкен ялĕнче пурăнакансем те Çĕнтерӳ уявне анлăн паллă турĕç.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *