Четверг, 25 апреля

Ĕçпе ырă ята тивĕçнĕ

Римма Васильевна Филиппова 1942 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Ырашпулăх ялĕнче çуралнă. Шупашкарта 1947 çулччен пурăннă. Кайран амăшĕпе Çĕнĕ Шăхрана, унтан Йăлмахвана куçса килнĕ. Ачаллах амăшне колхоз ĕçĕнче пулăшма çӳренĕ. Шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн хăй те ĕçе çӳреме пуçланă. 1960 çулсенче сысна ферминче тăрăшнă. 1962 çулта, качча тухнă хыççăн, Красноярск хулине упăшкипе пĕрле куçса кайнă. 1963 çулта, хула пурнăçĕ килĕшменнипе Йăлмахвана таврăннă, çурт вырăнĕ илсе пурăнма пуçланă.

— Ачасем çуралчĕç, — каласа парать Римма Васильевна. — Вĕсен  çывăхĕнче пулас тесе хамăр хыçри шкулта 1972—1979 çулсенче техничкăра ĕçлерĕм. Çав вăхăтрах, 1961—1991 çулсенче, колхозра пай илсе вăй хутăм, ачасем пулăшма çӳрерĕç, ĕçлеме вĕренчĕç. Кирпĕч заводĕнче те вăй хутăм.

1982—1999 çулсенче Римма аппа почтальон пулса тăрăшнă. Çак ĕçе çăмăл тесе калаймăн, унăн куллен хаçат-журнал тултарнă сумкăна йăтса ял тăрăх çаврăнмалла, кашни киле çитсе пичет кăларăмĕсемпе вăхăтра тивĕçтермелле, тивĕçлĕ канурисене пенси укçи валеçмелле. Почтальоншăн ĕçе вăхăтра пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ.

17 çул хушшинче Кайнлăкпа Йăлмахва ялĕсенче нумай хаçат-журнал, çырусем, открыткăсем, пенси укçи валеçнĕ Римма Васильевна. «Вăл вăхăтра хаçат-журнал кашни килтех çырăнатчĕç. Ял çыннисем, ачасем эпĕ иртсе каясса чăтăмсăррăн кĕтетчĕç, çыру пулсан  савăнатчĕç, хăйсем çырнă çырăвĕсене парса яратчĕç», — аса илет иртнĕ кунсене Римма аппа. Почтальон пулса ĕçленĕ вăхăтрах, 1982—1988 çулсенче колхоз правленийĕнче техничкăра та тăрăшнă маттур хĕрарăм, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсем те нумай унăн.

5 ачана кун çути парнеленĕ Филипповсем. Анчах та мăшăрĕ йывăр чире пула ачисем ӳссе çитĕннине курайман, ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Çамрăк хĕрарăм — мăшăрсăр, ачасем — аттесĕр, кил-çурт — тĕрексĕр тăрса юлаççĕ. Питĕ йывăр пулнă ĕнтĕ çав вăхăтра Римма аппана. Анчах та пуçне усман ĕçчен хĕрарăм, пĕтĕм вăйне пухса малалла талпăннă, хуйха ĕçпе пусарнă. Ачисем ăнланса, пулăшса пынипе лайăхах пурăнса кайнă вĕсем.

Халĕ Римма Васильевнăн 12 мăнук, 6 мăнмăнук. Хĕллехи вăхăтра ăна ачисем Мускава илсе каяççĕ. Çулла яла пурăнма килет вăл. Нумаях пулмасть Римма аппа 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ хĕрарăма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тулли телей сунатпăр. Ачусен, мăнукусен, мăнмăнукусен ăшшипе киленсе нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр.

П.Зайцев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *