2022 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче авиаци моделĕсен республикăри фестивалĕ иртрĕ. Унта 5 муниципалитетри 7 команда хутшăнчĕç. Пурĕ 40 вĕренекен.
Ачасем 5 класспа икĕ ӳсĕм категорийĕнче тупăшрĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Муха» вертолет класра Асанкасси вăтам шкул çумĕнчи хушма вĕренӳ центрне çӳрекен Никита Чапрасов (наставникĕ В.М.Салаев) 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерӳ тăрăшмасăр: вĕренмесĕр пулмать. Никита ăсталăхне çӳллĕ шайра кăтарма пултарчĕ.
В.Салаев.