Нумаях пулмасть Германире тата Варшава договорĕн çĕршывĕсенче службăра тăнă çарсен ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмне ялав парассипе мероприяти иртрĕ. Унта республикăри Советăн председателĕ Михаил Семенов тата ытти представительсем, Елчĕкпе Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин, çĕршыв тулашĕнче службăра тăнă çарсен ушкăнĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем организацин ĕç-хĕлне сӳтсе яврĕç.
Михаил Никонович ветерансен пĕрлешĕвĕ çултан-çул çирĕпленсе пыни тата ветерансем çарпа патриотизм мероприятийĕсене хутшăнни, тематика каçĕсем ирттерни, асăну палăкĕсем лартни, стеллăсем вырнаçтарни, музейсем уçни курăмлă ĕç пулнине палăртрĕ.
Сергей Данилов ветерансен хастарлăхĕ, пуçарусене туслă пурнăçлани, çамрăк ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас ĕçрен те айккинче юлманни хисеплĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнчĕ.
Ринат Зайнуллин хăй вăхăтĕнче йывăр лару-тăрура туптаннă çирĕп кăмăллă ветерансене малашне те, кулленхи ĕçсем нумай пулсан та, тĕл пулма вăхăт тупма, туслăх тымарне упрама сунчĕ.
Хисеплĕ ветерансене Германире тата Варшава договорĕн çĕршывĕсенче службăра тăнă ветерансен республикăри союзĕн Тав хутне парса хисеп турĕç. Николай Смирнов тата Валерий Павлов ветерансен юхăмĕнчи çитĕнӳсемшĕн тата Чăваш республикинчи ытти обществăлла организацисемпе активлă хутшăнса ĕçленĕшĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Чи активлă ветерансене —Валерий Кокшина, Валерий Лукиянова, Геннадий Ятманова, Александр Краснова, Борис Денисова хамăр çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, ветерансен юхăмне активлă хутшăннăшăн, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани панăшăн, çĕршыва юратма вĕрентнĕшĕн Хисеп грамоти парса чысларĕç.
Борис Денисов « Çар мухтавĕ» медале, Геннадий Ятманов «ГСВГ ветеранĕ» медале тивĕçрĕç. Валерий Лукиянова ветерансен Союзĕн членĕн удостоверенине пачĕç.
Пĕр-пĕринпе тĕл пулни çав тери пĕлтерĕшлĕ.
С.Ефимова.