Паян пирĕн сăмах Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Николай Андреевичпа Леонтий Пурлушкинсем çинчен пулĕ. Вĕсем 10 çул ытла пыл хурчĕсем тытаççĕ — пыл тата хурт-хăмăртан ытти продукци те туса илеççĕ. Кăçал çĕр çырли лартса çитĕнтерессине те алла илнĕ.
Кил хуçисем мана чи малтан пахчара та, картишĕнче те ÿсрекен çĕр çырлисен лаптăкĕсемпе паллаштарчĕç. Кунта çĕр çырлин 10 сорчĕ — «Феерверк», «Антея», «Купчиха», «Санта», «Елизавета», «Азия», «Медовая» /Honey/ тата ытти сортсем хăйсен вырăнне тупнă. Хуçисем нумай сорт лартнин сăлтавĕ — танлаштару мелĕпе чи тухăçлă сортсене суйласа илсе ĕрчетесси.
Хăпартса тунă йăрансене хура пленкăпа витнĕ. Çырласене тумлампа шăвармалли системăпа шăвараççĕ. Николай Андреевич çĕр çырлине çак майпа çитĕн- тернин лайăх енĕсене асăнса тухрĕ. Çулçисемпе çырлисем тăпрана лекменни чылай чир-чĕртен сыхлать. Лайăх условире çитĕнекен çĕр çырли хăвăртрах çитĕнет. Унсăр пуçне çырласен шучĕ те калăпăшĕ те ÿсет. Çĕр çырлине ятарлă пленка айне лартсан шăварас енĕпе тăкаксем чакаççĕ. Мĕншĕн тесен тачă материал айĕнче çĕр ытларах вăхăт нÿрлĕ тăрать. Çумкурăксемпе кĕрешесси те сахал вăхăт илет. Унсăр пуçне çĕр çырли хунавĕсене ?усы/ касса тăма тата чи вăйлă калчана суйлса илсе тымарлантарма та самаях меллĕ.
Çĕр çырлин парка тĕммисене курса тĕлĕннĕ хыççăн эпир вăрман хĕрринче вырнаçнă утара çул тытрăмăр. Унта çитсенех Леонтий пире пыл хурчĕсем сăхасран хÿтĕленмелли сеткăпа сăрнă ятарлă шлепкесем пачĕ, тăхăнма сĕнчĕ. Экскурси вĕлле усравĕнчен /омшаникран/ пуçланчĕ. Утарçăсем тĕрлĕ ĕç хатĕрсемпе паллаштарнă май вĕсемпе ăçта тата мĕнле усă курмалли тата пыл хурчĕсем ĕрчетес ĕç йĕркипе вăрттăнлăхсем çинчен каласа пачĕç.
Хурт-хăмăр ăстин ĕçĕ чăнах та нумай иккен. Хатĕр пыл пуласса кĕтсе алă усса лараймастăн — вĕлле хурчĕ пекех ĕçчен те канăçсăр пулмалла. Вĕллене хуртсен çемйине илсе янипе лăпланса лараймастăн. Пĕчĕк ĕçченсене куçран вĕçертмелле мар — сывлăхне тимлесех, чир-чĕртен профилактика тусах тăмалла, тăтăшах санитари мероприятийĕсем ирттермелле. Çав вăхăтрах вĕллесене час-час уçса пăтратмасăр, пурăнма чăрмантармасăр пыл хурчĕсене тухăçлă ĕçлеме май туса памалла. Ăста хурт-хăмăрçăн нумай пĕлмелле. Унăн биолог та, ботаник та, ветеринар та, платник те пулмалла.
Пурлушкинсем тĕрлĕ регионти тата çĕршыври хурт-хăмăрçăсен ĕç опы- чĕпе интернет уçлăхĕнче паллашаççĕ. Çĕнĕлĕхсене ĕçре усă кураççĕ. Хăйсем те пĕлĕвне «арчара питĕрсе усрамаççĕ». Ĕç опычĕпе паллаштарма яланах хапăл. Сăмах май каласан, Леонтий пыл хурчĕсен амисене кăларассипе тата çĕнĕ çемьесем ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлет.
— Пыл хурчĕсем «чăтăмсăр халăх». Вĕсен тăтăшах ĕçлемелле. Ĕç пулмасан вĕсем çемье уйăрма пуçлаççĕ. Çакă хуçана тăкак кăтартать. Пирĕн тĕп тĕллев — хурт ĕрчетес ĕçе тĕрĕс тата пĕлсе йĕркелесси. Пыл хурчĕсен «юнне» те çĕнетсех тăмалла, — теççĕ Пурлушкинсем.
Николай Андреевичпа Леонтий вĕлле хурчĕсен Бакфаст тата Карника ăрачĕсене ĕрчетеççĕ. Асăннă ăратсем ĕçченлĕхпе, тÿлек кăмăлпа тата уйрăлса тухас туртăм пĕчĕк пулнипе палăрса тăраççĕ. Вĕллесемпе юнашарах уткаласа çÿресен те, хуртсем пире тĕкĕнмерĕç. Леонтий пĕр вĕллин хуппине уçсан та хĕвĕшекен хуртсен пире тимлесе сая яма вăхăчĕ пулмарĕ.
— Пыл хурчĕсен кашнин хăйĕн «профессийĕ» пур — сыхă тăракансем, апат çитерекенсем, вĕлле сыхлакансем тата аçа хуртсем. Кашниех хăйĕн тивĕçĕсене пĕлсе пурнăçлать: сотăсем тăваççĕ, тултараççĕ, пичетлесе хупаççĕ. Унсăр пуçне тата ушкăнпа хутшăнса ĕçлессипе те çак пĕчĕк хуртсене çитекен çук. Хуртсем нихăçан та ĕçрен пăрăнмаççĕ.
Пăхсан — пыл хурчĕсем тĕлли-паллисĕр хĕвĕшнĕн курăнать. Тĕрĕссипе вара апла мар. Пыл хурчĕ вĕллене вĕçсе килет те рамка çинче уйрăм çаврăнусем туса ятарлă ташă ташласа ăçтан пыл илнине «каласа парать» иккен. Ытти пыл хурчĕсем вара ун хыççăн хусканусем туса пыл пур вырăнĕн «координачĕсене» пĕлеççĕ. Вĕсем — вăрçăнмасăр кашни хăйĕн тивĕçне пурнăçласа пĕр канми ĕçлесе пыл тăвакан çемье. Пыл хурчĕсем пуçланă ĕçе яланах вĕçне çити пурнăçланипе те палăрса тăраççĕ, — ăнлантарчĕ Леонтий Пурлушкин.
Канăçа пĕлмен, вăр-вар та тăрăшуллă çынна «вĕлле хурчĕ пек ĕçчен» теççĕ. Вĕлле хурчĕ хăйне ырланине ĕçпе çирĕплетет. Карассене пылпа тултарас тесе пĕчĕк ĕçченсен сахал мар вĕçев тумалла, нумай çеçке çине çитмелле.
С.ЕФИМОВА.