«Калаçасса калаçăп эпĕ Нептун çинче те чăвашлах»

«Калаçасса калаçăп эпĕ Нептун çинче те чăвашлах»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Аргументы и факты» тата «Хыпар» хаçат редакцийĕсенче пулнă. Журналистсем Олег Алексеевичпа регион аталанăвĕ пирки сăмах пуçарнипе пĕрлех наци чĕлхине упраса хăварассине, ăна аталантарма йышăннă ятарлă çум программăна сÿтсе явнă. Вĕсене социаллă сетьре тăван чĕлхе пирки калаçу йĕркелени уйрăмах кăсăклантарнă: «Çапла майпа эсир суйлавçă патне çул шыратăр-и е çак ыйту сире чăннипех те шухăшлаттарать-и?» — тенĕ АиФ ĕçченĕсем. Олег Алексеевич çапла майпа халăха чăваш чĕлхипе кăсăкланма май панине пĕлтернĕ. Журналист ыйтăва çивĕчлетсе: «Чăваш чĕлхипе кăсăкланасси чакса пырать-им?» — тенĕ.
Республика ертÿçи тĕслĕх илсе кăтартнă:
«Эпĕ — ялсене, чăвашсем тĕпленсе пурăнакан тăрăхсене, час-часах тухса çÿретĕп. Пĕррехинче ача сачĕ уçрăмăр. Эпĕ унта çÿрекен ачасемпе чăвашла калаçма пуçларăм. Воспитательсем вĕсене манпа вырăсла пуплеттересшĕн. Паллах, çакă йĕркеллĕ пулăм мар. Чиновниксемпе те калаçу ирттертĕм. Кунта тĕп вырăнта — çынсен çак туйăмне вăратасси. Хамăн пысăках мар блога шăпах çак тĕллевпе йĕркелерĕм те».
Тĕл пулура чĕлхе пирки сăмах хускатнă май вĕрентÿ программине наци чĕлхине кĕртнипе çыхăннă тавлашусене те хускатнă.
— Раççей Презизиденчĕ, наци чĕлхине вĕрентесси пирки панă ыйтăва хуравланă май, çакă кашни çыннăн ирĕкĕ пулнине асăнчĕ. Эпир хамăр ĕçе шăпах çакна шута илсе туса пыратпăр. Манăн шухăшпа, чĕлхене вĕрентнĕ чухне грамматикăна шĕкĕлчессине мар, чĕлхене пĕлнине тата усă курнине тĕпе хумалла. Тăван чĕлхе аталантăр тесен унпа калаçмалла. Шăпах çак тĕллевпе çĕршывра сахал йышлă хăлăхсен чĕлхисене аталанма пулăшакан фонд туса хунă. Эпир сăнанă тăрăх, чăваш чĕлхине вĕренес текенсен йышĕ нумайланса пырать, — тесе татăклăн хуравланă Олег Алексеевич.
«Хыпар» хаçат сотрудникĕсемпе калаçнă май Олег Николаев: «Чăваш чĕлхи пĕтесси çинчен калаçмалла мар, унăн аталанăвĕ пирки çеç сăмах пулмалла. Пирĕн тăван чĕлхепе пуплеме /çав шутра патшалăх ĕçĕсем çинчен те/ май пурри чĕлхе пурăннине çеç мар, вăл аталаннине те кăтартать», — тенĕ.
Республикăра чăвашлăха аталантарассишĕн сахал мар ĕç тăваççĕ, анчах эпир хамăр, чăваш çыннисем, ăна упраса хăварассишĕн тăрăшатпăр-и-ха? Паян ялти ача сачĕсенче ачасем ытларах вырăсла калаçаççĕ. Шкула кĕретĕн те — татах ют чĕлхе сăмаххисем хăлхана кĕреççĕ. Район центрĕнче вырнаçнă вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрекенсем Комсомольскинче тĕпленнисем темшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсене тăван сăмахлăха вĕрентесшĕн мар. Ялсенче те çакăн пек тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ. Хăшĕ-пĕри: «Ача садне е шкула чăваш, тутар ачисем пĕрле çÿреççĕ, çавăнпа вырăсла калаçаççĕ», — тейĕ. Тĕрĕсех, анчах темшĕн çав вăхăтрах тутар ачисем хăйсен чĕлхипе пуплеме кăна мар, çырма та пĕлеççĕ. Паллакан хĕрарăм каласа пани те аса килет: унăн хĕрĕ Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкула пĕрремĕш класа кайнă чухне ачасене линейкăра чăвашла, тутарла тата вырăсла сăвă калаттарасшăн пулнă. Вырăслине, тутарлине тÿрех йышăннă, чăвашла вулас текен çеç тупăнман. Çиччĕри тутар хĕр ачи яваплăха хăйĕн çине илнĕ. Унтанпа 25 çул ытла та иртнĕ, апла пулин те кун пек ÿкерчĕк кашни утăмрах. Эпир хамăрăн ачасене тăван чĕлхепе калаçма, унăн илемлĕхне туйма вĕрентмесен вĕсене кам хăнăхтарĕ-ши? Ача сачĕсенче е пĕлÿ çурчĕсенче воспитательсемпе учительсем темле тăрăшсан та пултараймаççĕ. Шкул программинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме уйăрнă сехетсен шучĕ чакни те ырри патне илсе çитермест.
ЧР Пуçлăхне тăван чĕлхене аталантарасси канăçсăрлантарнине куратпăр. Тĕслĕхрен, унăн пуçарăвĕпе иртнĕ çул «Чăваш Республикин культурипе туризмне аталантарасси» программăна «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси» çум программăна кĕртнĕ. Унăн тĕллевĕ — чĕлхе политикине, тăван чĕлхене сыхласа хăварма, тĕпчеме тата аталантарма пулăшаканскере, майсем туса парасси. Тăван чĕлхе аталантăр тесен пурин те пĕрле тăрăшмалла: хамăра хисеплемелле, чăвашла калаçма вăтанмалла мар. Паянччен упраннă чĕлхене малалла аталантармалла. «Калаçасса калаçăп эпĕ Нептун çинче те чăвашлах», — тенĕ паллă çыравçă Яков Ухсай. Çапла пултăрччĕ.
О. ПАВЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *