Пятница, 18 октября

Пуян опытлă ĕçченсем çĕнтернĕ

Пуян опытлă ĕçченсем çĕнтернĕ

Маттур, ĕçчен, харсăр, пултаруллă çынсемпе пуян Комсомольски райпо тытăмĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Çакна вĕсем ĕçри çитĕнÿсемпе, кулленхи пурнăçри самантсемпе çирĕплетсе параççĕ. Акă, çак кунсенче çеç райпо тытăмĕнче ĕçлекенсем Республика кунĕнче иртнĕ «Тарават Чăваш Ен» наци тĕпелĕн фестивалĕнчен çĕнте- рÿпе таврăннă. Çакă — вĕсемшĕн пысăк çитĕнÿ. Вĕсемшĕн çеç мар, районшăн та пĕлтерĕшлĕ пулăм.
— Пирĕн тăрăшулăха, ĕçченлĕхе Раççей шайĕнчи фестивальте палăртни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пире малашне татах та хăпартланса ĕçлеме хавхалантарать. Асăннă фестивале эпир кăçал пуçласа çеç мар, виççĕмĕш хут хутшăнатпăр. Кашни çулах пирĕн апат-çимĕçе жюри членĕсем палăртса хăвараççĕ, тĕрлĕ номинацисенче палăрнă эпир. Кăçал вара «Наци тĕпелĕпе чи лайăх паллаштаракан» номинацире çĕнтерме пултартăмăр. Çĕнтерÿ, паллах, çăмăллăн килмест. Кунта кашни ĕçченĕн тÿпи пур. Апат-çимĕçе хатĕрлени — пĕрре, иккĕмĕшĕ — ăна кăмăла каймалла кăтартни, виççĕмĕшĕ — наци апат-çимĕçĕпе тĕплĕн паллаштарма пултарни. Кăçал эпир чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен хатĕрлекен апат-çимĕçсемпе паллаштартăмăр. Фестиваль валли ятарласа тултармăш, чăкăт, шăрттан, пăшăхланă кăвакал, сысна ашĕ, хуран кукли пĕçертĕмĕр. Эпир хатĕрленĕ апат-çимĕç пурин кăмăлне те кайрĕ. Кунта, паллах, фестивале хутшăннă ĕçченсене те палăртса хăвармалла. Альмира Зарипова, Елена Иванова, Экзидя Юнусова, Фениссе Габдуллова апат-çимĕç хатĕрленĕ çеç мар, вĕсемпе туллин паллаштарма пултарчĕç, — каласа пачĕ «Комбинат питания» ООО директорĕ Марийта Федотова.
Паянхи пурнăç ыйтăвĕ обществăлла апатлану сферинче тăрăшакансене кун-çул уттинчен юлмасăр аталанма ыйтать. Çавна май тăван районта çынсене тĕхĕмлĕ те тутлă апат çитернипе пĕрлех, ĕçченсен хăйсен опытне те пуянлатмалла, ыттисен паха опычĕпе паллашмалла. Ахальтен мар райпо тытăмĕнче тăрăшакансем ыттисен тĕслĕхĕпе паллашаççĕ, час-часах пĕлĕве ÿстерме ятарлă вĕренÿ курсĕсенче те пулаççĕ.
— Урăхла май çук. Пирĕн, апатлану сферинче тăрăшакансен, клиентсен ыйтăвне тулли тивĕçтерес тесе яланах çĕннине алла илмелле, вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ блюдо сĕнмелле, ассортимента ÿстермелле. Тĕслĕхрен, яланах пĕр тĕрлĕ яшка е çĕрулми нимĕрĕ çитерейместĕн- çке. Кашнин ыйтăвĕ те, кăмăл те тĕрлĕрен. Пирĕн клиентсем урăхларах апат çиесшĕн, çăкăр-булка, кондитер издели- йĕсен ассортименчĕ пысăк пулнине кăмăллаççĕ. Паян çуралнă кунсене, туйсене пĕрле пуçтарăнса кафесенче йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Çавна май клиентсемпе тĕл пулса уяв каçĕнчи менюна маларах сÿтсе яватпăр, кашни мĕн кăмăлланине шута илетпĕр, тутлă апат, илемлĕ сĕтел хатĕрлеме тăрăшатпăр. Пĕр сăмахпа каласассăн — пирĕн пата килсе çÿрекенсем яланах кăмăллă пулччăр тесе тăрăшатпăр, — тет Марийта Николаевна.
Чăннипех калас пулсассăн «Комбинат питания» ООО пурнăçлакан ĕçе кашниех хаклама пултарать пулĕ. Районта пурăнакансем «Весна» ресторанта, «Кĕтне» «Трактир», «Жемчужина», «Лесное» /Асанкасси/, Аслă Чурачăкри кафесенче, «Сеньора» пиццерире пулса курса унти апат-çимĕçпе сăйланнах. Производство комбиначĕ хатĕрлекен паха продукцие те тутанса пăхнах. Паянхи куна обществăлла апатлану сферинче 39 çын ĕçлет. Вĕсенчен чылайăшĕ пуян опытлă, нумай çул çак сферăра тăрăшакан специалистсем. «Комбинат питания» ООО-на ертсе пыракан директор пирки калас пулсассăн та, Марийта Федотова алла диплом илнĕ хыççăн райпора тăрăшма тытăннă та — 26 çул çак сферăра. Марийта Николаевна тăрăшнипе чылай проекта ĕçе кĕртме май килнĕ. Апат-çимĕç продукцин ассортиментне те çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет, райпо ĕçченĕсем тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса ан тăччăр. Малалла та аталанма, лайăхран та лайăхрах кăтартусемпе ĕçлеме, çĕнĕлĕхсене çăмăллăнах алла илме, вĕсене ĕçе кĕртме сунат- пăр.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *