Вторник, 22 октября

Профессие чунтан парăннă

Профессие чунтан парăннă

Çитес кунсенче пирĕн ентешĕмĕр, Светлана Вячеславовна Петрушкина сумлă юбилейне паллă тăвать. Вăл 32 çул шкулта ачасене чă-ваш чĕлхипе литературине вĕрентет.
Светлана Вячеславовна Киров поселокĕнче кун çути курнă, пысăк çемьере çитĕннĕ. Мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.
— Çемьере зоотехник, тухтăр, çар çынни, художник, механик пур. Кам çук; Учитель… Тен, çавăнпах çак шухăшран пăрăнман,10-мĕш класс пĕтерсен,1988 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмне кĕме документсем патăм. Абитуриентсем йышлă, пĕр вырăна 7 çын! Вăл çул тата республика тула- шĕнчен килнисене вĕренме илме тăрăшнă, вĕсене конкурссăрах йышăннă. Кĕреймерĕм вара ун чухне, районти Нĕркеç шкулĕнче аслă вожатăй пулса ĕçлерĕм. Аслă пĕлÿ илмелле тесе анне каласах тăратчĕ. Вăл хистенипе, çине тăнипе студент пулса тăтăм. Куçăмсăр майпа ЧПУн чăваш уйрăмне пĕтертĕм. Икĕ çул Нĕркеç шкулĕнче ĕçленĕ хыççăн хам çуралнă ял çывăхне, Дубовкăри 8 çул вĕренмелли шкула куçрăм. Пĕр çулталăк ĕçленĕ хыççăн тĕп хулана — Шупашкара килтĕм, — сăмах хыççăн сăмах юхнă май куçĕ умне пурнăçне кăларчĕ ĕçтешĕмĕр Светлана Вячеславовна.
Пирĕн юлташ чăннипех те пурнăçра хăй вырăнне тупнă, вăл чĕре выртакан ĕçре тăрăшать. Çакă вара хăть епле профессире те чи кирли.
Светлана Вячеславовна Шупашкарти В.А.Архипов милици генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕнче 1995 çултанпа вăй хурать. Çав вăхăтрах 20 çул ытла чăваш чĕлхине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулса тăрăшать. Чунне парса, пур кăмăлпа, пысăк хавхаланупа пурнăçлать вăл çак ĕçе.
Аслă категориллĕ учитель çулсерен хăйĕн вĕренекенĕсене хула, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене явăçтарать. Вĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шучĕ питĕ йышлă. Акă юлашки 5 çулта кăна вăл Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин муниципалитет тапхăрĕн 24 призерне, республика шайĕнчи 3 çĕнтерÿçĕне хатĕрленĕ.
Светлана Вячеславовна хăйĕн пултарулăхне палăртма хула шайĕнче иртекен чи лайăх учительсен конкурсĕсене хутшăнма тăрăшать. Час-часах Чăваш наци радио эфирне тухса шкулти ĕç-хĕлпе паллаштарать, «Тантăш» хаçатпа тата «Самант» журналпа тачă çыхăну тытса ĕçлет.
Пултаруллă вĕрентекен — 10 çул шкулти профсоюз комитечĕн членĕ. Пĕр мероприяти те çак маттурскерсĕр иртмест. Пĕр-пĕр хаклă хăнана кĕтсе илмелле-и — пирĕн юратнă ĕçтеше шанаççĕ. Юрра-ташша та ăста, ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн çунаканскер, чăваш халăх йăли-йĕркине тытса пыраканскер — Светлана Вячеславовна Шупашкар вĕренÿ управленийĕн, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн, Патшалăх Канашĕн депутачĕсен тата нумай Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Ăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят панă.
Хăйĕн профессине питĕ юратаканскер, вăл кашни ача чунĕ патне çул тупма, уроксенче ачасене кăсăклантарма, тарăн пĕлÿ пама тăрăшать.Çирĕп ыйтнăшăн, хăйсене ăнланма тăрăшнăшăн, юратнăшăн хисеплеççĕ те ĕнтĕ ăна шкул ачисем. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе хутшăнăва лайăх йĕркелет, вĕсемпе тачă çыхăну тытать, юлташла сĕнÿ пама, итлеме яланах хатĕр. Эпир те хамăрăн ĕçтешĕмĕре ăшпиллĕ, ăслă пулнишĕн, яланах тĕрĕс сăмах каланишĕн, сĕнÿ-канаш панишĕн хисеплетпĕр. Уçă кăмăллăскер кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать, илтме те, итлеме те пĕлет, хавхалантарма та пултарать вăл.
Светлана Вячеславовна — телейлĕ педагог. Паянхи кун та вăл ăс панă, пурнăç çулĕ çине тăнă вĕренекенсем ăна ырăпа çеç аса илеççĕ, хирĕç пулсан сывлăх сунаççĕ, пурнăçĕпе интересленеççĕ, час-часах шăнкăравлаççĕ, уявсенче ăшă саламсем яраççĕ, тĕл пулусене чĕнеççĕ. Çамрăксем юратнă учителĕн çуралнă кунне те манмаççĕ. Çак кун Светлана Вячеславовна çуллахи каникулта пулнă май, ачасем пĕр ÿркенмесĕр Киров поселокне пĕрремĕш учительне саламлама çитеççĕ.
Светлана Вячеславовна — шанчăклă та хисеплĕ мăшăр, юратнă та хаклă анне, çепĕç те кăмăллă асанне. Мăшăрĕпе, Вячеслав Петровичпа 30 çул пурнăç йывăрлăхĕсене пĕрле çĕнтерсе, савăнăçне пĕр-пĕринпе пайласа пурнăç сукмакĕпе утаççĕ. Ывăлĕ Денис тĕп хулара вăй хурать. Вăл та çемьеллĕ, пурнăç уттипе тан, çирĕп утать. Ашшĕ- амăшĕшĕн пысăк та шанчăклă тĕрек пулса тăрать.
Хастарлăх, пултарулăх çăлкуç шывĕ пек тапса тăрать вĕрентекенĕмĕрте. Ун çине пăхатăн та çак çула çитнĕ тесе пĕрре те калаймастăн. Пыл хурчĕ пек ĕçченскер, пăрчăкан пек вăр-варскер, ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрет? Хĕлле е çуркунне, çулла е кĕркунне — кашни эрнере тăван ялне, юратнă амăшĕ Нина Васильевна Деменкова /Нина аппа/ патне васкать. Амăшĕ те хĕрне чăтăмсăррăн кĕтет, паллах.
Эпир, ĕçтешĕсем, Светлана Вячеславовнăран тĕслĕх илсе ун пек хастар та пултаруллă пулма тăрăшатпăр. Хамăрăн хисеплĕ юлташа сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр, ăнăçусем, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.
Пирĕн юрату сана савăк кăмăл парнелетĕр. Тавах сана ырă та уçă кăмăлушăн, ĕçтешлĕх туйăмне хака хунăшăн.
Шупашкарти кадет шкулĕн вĕрентекенĕсем: Светлана Павлова, Инна Прокопьева, Мария Максимова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *