Вторник, 30 апреля

Сĕм аваллăха чĕртекен Куçма Турхан

Пирĕн тăван ен хăйĕн сăпкинче сиктерсе нумай пултарулăх çыннине — сăвăçсене, çыравçăсене, юрăçсене, композиторсене, артистсене, актерсене, ÿнерçĕсене тата ыттисене те — анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Районтан тухнă паллă çынсем хушшинче литература анинче сулмаклă утăмсем туса хисепе тивĕçнисем уйрăмах чылайăн. Октябрĕн 27-мĕшĕнче вĕсенчен пĕрне — Куçма Турхана — аса илсе районти тĕп библиотекăра мероприяти йĕркелерĕç.
Тĕлпулăва ЧР Професилле писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова, Лидия Сарине сăвăç, прозаик, Улькка Эльмен прозаик тата çамрăк фантаст Инесса Шашкина та хутшăнчĕç.
Библиотека ĕçченĕ Валентина Боровкова пуçтарăннисене Куçма Турханăн биографийĕпе кĕскен паллаштарчĕ. «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман-трилогипе чапа тухнă Куçма Турхан 1915 çулта Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха юлнă, ача çуртĕнче çитĕннĕ. Канашри педагогика техникумне, унтан Ленинградри журналистика институтне пĕтернĕ. Пĕр хушă шкулта ĕçленĕ. Унтан ЧАССР Халăх комиссарĕсен совечĕ çумĕнчи радиоинформаци комитечĕн редакторĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче, Чăвашглавлит начальникĕнче ĕçленĕ. 1937—1940 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă, Хĕвеланăç Белоруссине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, шурă финнсемпе çапăçнă. «Атакăра» кĕнекинче вăл шăпах çак çапăçусеем çинчен çырса кăтартнă. Куçма Турхан «Йăмраллă ял», «Çĕр суранĕ» романсен, «Кĕтне хĕрринче» повеçĕн авторĕ. «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман-трилогишĕн ăна Чăваш АССРĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕпе наградăланă. Куçма Турхан куçарусем енĕпе те чылай ĕçленĕ, К.Симоновăн, Н. Гоголĕн, С.Григорьевăн тата ытти вырăс писателĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă.
Тĕлпулăва килме кăмăл тунă поэтсемпе писательсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, Куçма Турхана аса илсе чылай ăшă сăмахсем каларĕç, историлле хайлавсем çырасси мĕн тери йывăр ĕç пулнине те сÿтсе яврĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *