Пятница, 26 апреля

Пурнăçри йывăр лару-тăруран тухма

2020 çул пуçланнăранпа Чăваш Республикинче граждансемпе 4 пин ытла социаллă контракт тунă. Раççей ĕç министрĕ Антон Котяков çак кăтартăва РФ Президентне Владимир Путина туса панă докладра ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. «Ку ĕçе Чулхула облаçĕнче, Мордови, Чăваш, Удмурт Республикисенче, çавăн пекех Новгород облаçĕнче активлă йĕркеленĕ», — палăртнă вăл
Каласа хăвармалла, 2020 çултанпа Чăваш Ен тепĕр 21 регионпа пĕрле çак пулăшу мерине ĕçе кĕртекен пилот регионĕсен йышне кĕнĕ. Çитес çултан ку программа пур регионта та ĕçлеме тытăнмалла. Чăваш Енре тунă социаллă контрактсем тăрăх çынсене тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕ кăçал пурĕ 150 миллион ытла тенкĕпе танлашмалла. Çак пулăшу мерипе республикăри 17 пин çын усă курать. Комсомольски районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина пĕлтернĕ тăрăх, кăçал октябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 153 социаллă контракт çырнă. Çав шутран пулăшу мерипе 69 çын ĕç тупассинче тата ĕçе вырнаçассинче усă курать, уйрăм предприниматель ĕçне пурнăçлама — 7 çын, вĕренессинче тата хушма професси илнĕ чухне пулăшу мерипе усă курма 13 çын контракт çырнă, тепĕр 64 çын — социаллă контрактпа килĕшÿллĕн тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕпе пурнăçри йывăр лару-тăруран тухмалла. Районти çынсем çырнă социаллă контрактсем тăрăх пулăшу сумми пурĕ 6 миллион ытла тенкĕпе танлашать.
Социаллă контракта тăватă енпе çырма май пур. Пĕрремĕшĕ — ĕç шырассин ыйтăвĕпе, иккĕмĕшĕ — професси пĕлĕвне илессипе е хушма професси пĕлĕвне илессипе, виççĕмĕшĕ — уйрăм предприниматель ĕçне туса пырассипе, тăваттăмĕшĕ — пурнăçри кунта асăнман ытти йывăр лару-тăруран тухассипе. Ытти йывăр лару-тăру шутне мĕн кĕрет-ха? «О государственной социальной помощи» Федераци саккунĕн 12 статйин 1 пайĕнче палăртнă тăрăх, граждансене пурăнма кирлĕ тавар, эмел препарачĕсем туянассинче, сиплев, профилактика медицина тĕрĕслевне ирттерме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарассинче, çавăн пекех çемьесене шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсем паракан услугăпа тивĕçтерессинче социаллă пулăшу парассине пăхса хунă», — ăнлантарчĕ Ираида Алексеевна. Социаллă контрактăн ку мелĕ- пе çырнă килĕшĕвĕ тăрăх, çынна çав мероприятисене пурнăçлама уйăхсерен пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе танлашакан тÿлевпе тивĕçтереççĕ, анчах 12 уйăхран ытла мар. Ку тÿлеве тивĕçме çак условисенчен пĕрне пăхăнни пулмалла: 18 çул тултарман ачаллă çемьере икĕ ашшĕ-амăшĕ те инвалид /тулли мар çемьере — пĕр ашшĕ-амăшĕ/ пулни; ача çук çемьере арăмĕ те, упăшки те ниçта та ĕçлемен инвалид пулни; 18 çул тултарман çыннăн ача пулни; пĕччен пурăнакан ĕçлемен çын инвалид пулни; тăватă е ытларах ачаллă çемье пулни; икĕ е ытларах ачаллă çемьере е ашшĕ, е амăшĕ кăна пулни. Ĕç шырасси пирки калакан социаллă контракт тунисем контрактра палăртнă мероприятисене пурнăçлама уйăхсерен, анчах 12 уйăхран ытла мар, ĕçлекен çыннăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçи чухлĕ тÿлеве тивĕçеççĕ. 2020 çулта çак тÿлев 10134 тенкĕпе танлашать. Професси пĕлĕвне илме е хушма профессие вĕренме контракт тунă граждансене те ĕçлекен çыннăн пурăнмалли минимумĕ чухлĕ тÿлевпе тивĕçтереççĕ, анчах 3 уйăхран ытла мар. Вĕренÿ курсĕшĕн тÿлеме укçа уйăраççĕ, анчах 30 пин тенкĕрен ытла мар. Вĕренсе тухнă çынна ĕç вырăнĕнче стажировкăшăн тÿлеме ĕç паракан валли ĕç укçин чи пĕчĕк виçи чухлĕ /страхлав взносĕсене шута илсе/ укçа-тенкĕ уйăрса тăраççĕ, анчах 9 уйăхран ытла мар. Уйрăм предприниматель ĕçне пурнăçлама социаллă контракт çырнисене ведомствăсем хушшинчи комисси пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пĕр гражданина пĕр хутчен тÿлевпе тÿрех тивĕçтерме пăхнă, çак сумма 250 пин тенкĕрен пысăк пулма пултараймасть. Контракт çырнăранпа çыннăн 36 уйăхран сахал мар предпринимательте /ХФХ ертÿçинче/ ĕçлемелле. Унсăр укçана каялла тавăрса пама тивет.
А.МАРИЯН хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *