Хура-шурне самай курнă

Хура-шурне самай курнă

Пурнăç кустăрми самантлăха та чарăнмасть, çаврăнать те çаврăнать… Вăхăт иртни те сисĕн-мест. Акă, Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Маргарита Ванюшкина та сисмесĕрех 9 теçетке çула хыçа хăварчĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ юбиляр пурнăçĕнче хура-шурне сахал мар черетленĕ. Çапах та хыçа юлнă кунсене вăл яланах ырăпа аса илет.

Анне, Маргарита Васильевна, Нĕркеç ялĕнче йышлă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ май, пĕчĕклех терт-нушана тутанма тивнĕ унăн. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынă пулин те, малалла вĕренме май килмен, килте ĕçлекен кирлĕ пулнă. Вăрçă кашни киле тенĕ пекех хурлăх илсе килнĕ. Кукаçи 1945 çулта фронтран таврăннă, анчах та кун хыççăн нумай пурăнайман, çав çулах çĕре кĕнĕ. Çурма тăлăха юлнă ачасем пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Çамрăк хĕр арманне те авăртнă, вуттине те турттарнă, вăкăр кÿлсе те çÿренĕ… Черчен пикене çак йывăр ĕçсене куллен пурнăçлама, паллах, питĕ йывăр пулнă. Çав вăхăтсене аса илсен аннен халĕ те куççулĕ тухать.
Çитĕнсен анне çак ял каччипех — Кронидт Ванюшкинпа — çемье чăмăртанă, 5 ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Пурне те пĕлÿ парса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнă. Атте, Кронидт Тимофеевич, паллă ветеринари фельдшерĕ пулнă, ун патне пулăшу ыйтма таврари ялсенчен те пынă. Кашнинех пулăшнă вăл. Тăрăшса ĕçленĕшĕн вăл хисепе тивĕçнĕ. Анне колхозра, фермăра вăй хунă, тăрăшулăхĕпе палăрнă. Ăна темиçе хутчен те депутата суйланă, медальсем те чылай унăн.
Паянхи кун анне йышлă мăнукĕсемпе, мăнмăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Вĕсемшĕн чун-чĕререн хĕпĕртет вăл, кашнине кăмăлтан пил парать, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илсе ăслă-тăнлă çынсем пулма, хăй пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунать. Ват çын пехилĕ çитетех.
Л.ЕГОРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *