Вторник, 30 апреля

Парнесене тивĕçнĕ

Парнесене тивĕçнĕ

Комсомольскинче пурăнакан Адельăпа Джамиль Каримуллинсем «Пятерочка» магазин Раççей шайĕнче ирттернĕ «Пятерочка» глазами детей» ÿкерчĕксен конкурсĕнче «Волга» макрорегионта çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Каримуллинсем нумай çул ача-пăча ÿнер шкулне çÿреççĕ, çавăнпа та вĕсен ÿкерес ăсталăхĕ пысăк, пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Ÿркенмен ачасем конкурс иртни çинчен пĕлсенех ÿкерме ларнă, хăйсен юратнă магазинĕ кулленхи пурнăçра пысăк вырăн йышăннине хут çинче илемлĕн сăнласа панă. Нумаях пулмасть аппăшĕпе шăллĕне парнесемпе чысланă.
Сăмах май, район центрĕнчи магазина уçнăранпа çак кунсенче 9 çул çитрĕ. Унта пурĕ 12 çын вăй хурать. Магазин тасалăхпа, тирпейлĕхпе палăрса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ çывăхра пурăнакансем çеç мар, районти ялсенчен килекенсем те унта кĕрсе апат-çимĕç, куллен кирлĕ таварсем туянма васкаççĕ, магазин ĕçченĕсем кăмăллăн кĕтсе илсе ăсатнине, ассортимент питĕ пуяннине, сентресене меллĕ вырнаçтарнине палăртаççĕ.
Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова магазинта ĕçлекенсене уяв ячĕпе саламларĕ, Людмила Сорокина директора ял тăрăхĕн администрацийĕ ятĕнчен Хисеп грамотипе чысларĕ. Людмила Николаевна тăрăшнипех ĕнтĕ магазинта йĕрке хуçаланать, тавар туянма кунта куллен çÿрекенсен йышĕ ÿссех пырать. «Тавар туянакансем пире лайăх пĕлеççĕ, шанаççĕ. Эпир вĕсене хăнасем тетпĕр. Кашни хăнапа пĕр чĕлхе тупма, ыйтнине тивĕçтерме тăрăшатпăр», — тет Людмила Сорокина.
Магазин тавар туянакансем хушшинче час-часах конкурссем ирттернине те палăртса хăвармалла. Çĕнĕ çул уявĕсем, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун тата ытти уявсем ячĕпе те кунта ятарлă мероприятисем иртеççĕ. Хутшăнса парнеллĕ пулса тăма çеç кăмăл пултăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *