Воскресенье, 22 ноября

«Асам» вӗренекенсене пӗрлештерет

«Асам» вӗренекенсене пӗрлештерет

Шкул ачисен пултарулӑхне ӳстерес тата вӗсене аталанма условисем туса парас тӗлӗшпе регионта кашни ҫулах шкул театрӗсен «Асам» фестивальне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл тӑваттӑмӗш хут иртет.

Пирӗн округра фестивалӗн муниципалетри тапхӑрӗ октябрӗн 10-мӗшӗнче театра кӑмӑллакансене пуҫтарчӗ.  Округри 12 вӗренӳ учрежденийӗнчи  ачасем Комсомольскинчи культура ҫурчӗн сцени ҫинче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Жюри членӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл килмен. Кашни ушкӑн хӑйне евӗр маттур та пултаруллӑ. Ачасем тӗрлӗ кӗске инсценировкӑсене сцена ҫине кӑларма пултарнӑ.  Спектакльсене Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикинче Халӑхсен туслӑхӗн  ҫулталӑкӗсене халалланӑ.

Шкулти театр  коллективӗсем хушшинче Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкул вӗренекенӗсен «Юные таланты» ушкӑна /ертӳҫи Н.В.Филиппова/ ҫитекенни пулмарӗ. Вӗсем — пӗрремӗш.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн артисчӗсен «Овация» ушкӑнӗ /ертӳҫи П.В.Родионов/ — иккӗмӗш вырӑнта. И.Н. Комиссарова ертсе пыракан «Мерчен» ушкӑн /Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ/ — виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Ҫавӑн пекех спектакальсенче маттур та пултаруллӑ роль калӑплакансене те тӗрлӗ номинацисенче палӑртса хӑварчӗҫ.

«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире Виктория Токмакова   /Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ/, Раиля Гайнуллова    /Чӗчкен тӗп шкулӗ/, Полина Иванова /Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ/ палӑрчӗҫ.

«Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире Даниил Кокшин  /Александровка вӑтам шкулӗ/, Эдуард Ильин /Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ/, Самат Мингалеев /Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ/ вӗренекенсем маттур тесе палӑртрӗҫ.

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн «Юные таланты» ушкӑнӗ, округ чысне республикӑра хӳтӗлӗ.  Ӑнӑҫу сунатпӑр!

Шухӑш

Евгения Соколова,

округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ:

— Пирӗн тӑрӑхри вӗренекенсем мӗн тери пултаруллӑ. Вӗсем вӗренӳре маттур, сцена ҫинче те ӑста. Шанса панӑ рольсене артистсенчен те кая мар калӑплаҫҫӗ. Кунта, паллах, вӗсене ертсе, вӗрентсе пыракан педагогсен тӑрӑшулӑхне те палӑртса хӑвармалла. Маттур!  Республикӑра тӗрлӗ фестивальсем, конкурссем йӗркелени вӗренекенсен тавракурӑмне анлӑлатать, пуянлатать.

Фаина МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *