Кашни ялтах пултаруллӑ та харсӑр хӗрарӑмсем пур. Вӗсене ертсе пыракан, хавхалантарса тӑракан кирлӗ. Хырай Ӗнел ялӗнче пуҫаруллисенчен пӗри — Альбина Николаевна Александрова. Вӑл ялти культура ҫуртӗнче культорганизатор пулса ӗҫлет, «Хырай Ӗнел. Пӗрле» ыркӑмӑллӑх ушкӑнне ертсе пырать.
«Шкулта пӗрремӗш класа кайсанах мана староста пулма ҫирӗплетрӗҫ. Мӗн алла аттестат иличченех яваплӑ ӗҫ шанса паратчӗҫ: отряд совечӗн председателӗ, комсомол организацийӗн сек-ретарӗ… Пӗчӗкренех юрлама-ташлама юратнӑ, шкулти пур мероприятисене те хутшӑнма тӑрӑшнӑ. Культра ҫуртӗнче ӗҫлекен пулманнипе шкулти сывпуллашу каҫӗ хыҫҫӑнах унта культорганизатор пулма сӗнчӗҫ. Ҫынсене ертсе пыма пултарнине асӑрханӑ пулӗ», — тет Альбина Николаевна калаҫӑва пуҫланӑ май.
Нумаях пулмасть ҫеҫ шкул саккинчен хӑпнӑ 17 ҫулхи хӗре аслӑрах яш-кӗрӗме хӑй тавра пуҫтарма ҫӑмӑлах килмен. Анчах та ҫухалса кайма хӑнӑхман Альбина ялти хӗрсемпе каччӑсемпе часах пӗр чӗлхе тупать. 1979 ҫулта, вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра, культура ҫуртӗнчи ташӑ каҫӗсене вӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Пурте пӗрле тӑрӑшса Альбина Николаевна ертсе пынипе концертсем хатӗрлеҫҫӗ, драмкружок йӗркелеҫҫӗ. Кашни эрнере тенӗ пекех мероприятисем ирттерме пуҫлаҫҫӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл пӗр ял каччипе пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрать. Ҫемьене «ҫӗнӗ кайӑк» килет. Альбина Николаевнан культура ҫуртӗнче ӗҫлеме пӑрахма тивет.
Малалла вара вӑл 18 ҫул ялти магазинта сутуҫӑра тӑрӑшать. Ун хыҫҫӑн 16 ҫул ытла ял халӑхне почта валеҫет. Маттур хӗрарӑм ял ҫыннисемпе куллен хутшӑнать. Альбина Николаевна яланах халӑхпа пӗрле пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ялти культура пурнӑҫӗнчен те уйрӑлман. Каҫсерен, ӗҫ хыҫҫӑн художество пултарулӑх коллективне ҫӳренӗ. 1991-1998 ҫулсенче мӑшӑрӗ, Николай Александрович культура ҫуртӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӗсем фольклор ансамблӗ те йӗркеленӗ. Репертуарта хӑйсем ялта ҫырса илнӗ, хӑй вӑхӑтӗнче ку тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсем пулнӑ. «Хӗлхем» фольклор ушкӑнӗ районти ҫеҫ мар республикӑри конкурссемпе фестивальсене те хутшӑнса парнесем ҫӗнсе илнӗ.
Виҫӗ ҫул каялла вара Альбина Николаевна пуҫарӑвӗпе ятарлӑ ҫар операцинчи ентешсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен «Починок Инели. Пӗрле» /«Хырай Ӗнел. Пӗрле»/ волонтерсен ушкӑнне йӗркеленӗ. Ҫак вӑхӑтранпа пулӑшу ӗҫӗ пӗрре те чарӑнса тӑман. Ял ҫыннисемпе маскировка сеткисем ҫыхнӑ.
«Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи аякри ентешсене питӗ кирлӗ япаласене хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитерес тесе тӑрӑшатпӑр. Ялта пурӑнакансем анчах мар унтан тухса кайса урӑх ҫӗрте тӗпленнисем те укҫа-тенкӗ шеллемеҫҫӗ. «Искра» колхоз председателӗ А.Н.Зайцев пире пулӑшма яланах хатӗр. Укҫа-тенкӗ те уйӑрать, материалсемпе те тивӗҫтерет», — сӑмахне малалла тӑсать Альбина Николаевна. Ҫак ҫулсенче А.Алек-сандрова культорганизаторта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапла вара ялти культура ҫурчӗ ентешсене пулӑшас кӑмӑл-туйӑмлӑ ҫынсене пуҫтарӑнса калаҫмалли, ӗҫлемелли вырӑн та пулса тӑнӑ. Альбина Николаевна маскировка сеткисем ҫыхнӑ вӑхӑтрах ял ҫыннисене культурӑлла канма тата аталанма та условисем туса пама тӑрӑшать. Тӗрлӗ темӑсемпе калаҫусем, конкурссем, поэзи тата юрӑ каҫӗсем йӗркелет. Вырӑнти фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ те, вӗрентекенсем те, ялти хисеплӗ ҫынсем те хапӑлласах тӗлпулӑва килеҫҫӗ. Нумаях пулмасть шашка турнирӗ иртнӗ. Патшалӑх тата тӗн уявӗсене пӗрле паллӑ тӑвасси те кунта йӑлана кӗнӗ.
Ҫамрӑксемпе ачасене патриотизмла воспитани парас тӗллевпе те культура ҫуртӗнче мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Шкул ачисемпе сиенлӗ йӑласем пирки калаҫусем йӗркелет. Раҫҫей ҫарне службӑна каякан ҫамрӑксене ял халӑхӗпе пуҫтарӑнса ӑсатассине тата кӗтсе илессине йӑлана кӗртни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Культура ҫуртӗнче тата ҫутҫанталӑк ытамне тухса мастер-классем те ирттереҫҫӗ. Июль уйӑхӗнче хурӑн милӗкӗсем ҫыхнӑ, 27 мӑшӑр милӗке ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ярса панӑ.
Октябрь уйӑхӗ Альбина Александровнӑшӑн паллӑ пулӑмсемпе пуян. Ҫак вӑхӑтра вӑл кун ҫутине килнӗ, октябрь уйӑхӗнчех Николай Александровичпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем аллӑ-аллӑн 47 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Мӑшӑрӗпе 3 ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Иккӗшӗ вара тӑван ялтах тӗпленнӗ. Александровсем кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнаҫҫӗ. Асламӑшӗпе аслашшӗне 8 мӑнукӗ савӑнӑҫ кӳрет.
«Ялти ушкӑнпа пурнӑҫлакан пур ӗҫсене те ҫемьепех хутшӑнатпӑр. Мӑшӑр вара мана пур енӗпе те хавхалантарса, май килнӗ таран пулӑшса пырать. Ывӑлсемшӗн вӑл юратнӑ атте», — палӑртать пултаруллӑ хӗрарӑм. Нумаях пулмасть вӗсем мӑшӑрӗпе тата мӑнукӗпе Марийӑпа Муркаш округӗнче иртнӗ «Ӑруран ӑрӑва» республикӑри форума хутшӑннӑ. Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалланӑ меро-приятие вӗсем чӑваш халӑхӗн наци тумӗпе ҫитнӗ. Альбина Александровна вара пир тӗртес ал ӗҫне кӑтартса панӑ, ытти мастер-классенче пулнӑ.
Хырай Ӗнел ялӗнчи ҫак пултаруллӑ та лара-тӑра пӗлмен хастар ҫын пирки нумай калама пулать. Вӑл — ял пуласлӑхӗшӗн хыпса ҫунакан, халӑх йӑли-йӗркине малашлӑха валли упраса аталантарса пыракан, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене пулӑшас енӗпе ырми-кани ӗҫлекен, тавралӑх илемӗпе тирпейлӗхӗшӗн тӑрӑшакан чӑн-чӑн ял хӗрарӑмӗ.
Иртнӗ уйӑхра Хырай Ӗнел волонтерӗсем 500-мӗш сетка хатӗрлесе ҫитернӗ. Ку енӗпе кашни кун ӗҫ пырать. Окоп ҫуртисем те нумай тӑваҫҫӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса та чылай ӑсатаҫҫӗ.
Юрий Гаврилов.

