Вторник, 13 октября

Черетлӗ пулӑшу ҫула тухнӑ

Пирӗн округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ парас  тӗлӗшпе кунсеренех ӗҫлеҫҫӗ. Маскировка сеткисем ҫыхнипе, дронсенчен хӳтӗленмелли хатӗрсем ҫӗленипе пӗрлех типӗтнӗ яшкасем хатӗрлеҫҫӗ, укҫа-тенкӗ пуҫтараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах гуманитарии грузӗсем те пуҫтарса яраҫҫӗ.

Нумаях пулмасть вара  пирӗн округран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли черетлӗ гуманитари грузӗ тухса кайнӑ. Чӑваш Республикинчи тутарсен наци культура пӗрлешӗвӗ «Слава картофелю» агрофирмӑпа пӗрле салтаксем валли 15 кубла метр йывӑҫ материалсем тата 40 листа ОСБ тиесе янӑ.

Округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче пурӑнакансем те кӗске вӑхӑтлӑх канӑва килнӗ ентешсене пушӑ алӑпа ямаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли унта кирлӗ япаласем хатӗрлесе, пуҫтарса параҫҫӗ.

Ырӑ туни ҫӗре ӳкмест, теҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑхран кайнӑ пулӑшу инҫетри ентешсене хавхалантарса вӑй парать.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *