Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Йывӑрпа пулсан та малалла

 «Пӗрремӗш кварталта район ӗҫченӗсем 153062 ҫырусемпе окрыткӑсем илнӗ, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене, юлташӗсене 123876 саламлӑ корреспонденци ярса панӑ», «Района 2823 «Сельская жизнь», 1177 «Пионер сасси», 901 «Советская Чувашия» тата ытти нумай хаҫатсем килеҫҫӗ. «Капкӑн (1209 экземпляр), «Ялав» (1105 экземпляр), «Здоровье» (995) журналсене вулама юратакансен хисепӗ ҫулсерен ӳсет». Паян вара ҫырусемпе телеграммӑсене ҫеҫ мар, хаҫат-журналсене те компьютер тата кӗсье телефонӗсем улӑштарчӗҫ.

Редакци ӗҫӗ-хӗлӗ яланхи пекех колхозсемпе предприятисем партипе правительство палӑртнӑ ӗҫсене пурнӑҫлас тесе мӗнле тӑрӑшнине ҫутатса тӑнӑ. Лайӑх ӗҫлекенсем, ялти ят-сумлӑ ҫынсем, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсем тата ытти пултаруллӑ ентешсем пирки хыпарласах тӑнӑ.

Район ҫыннисен пурнӑҫ тата йӑла условийӗсем лайӑхланса пынӑ. «Юлашки икӗ ҫулта ӗҫҫыннисем 796 холодильник, кӗпе ҫумалли 573 машина, 1740 радиоприемникпа телевизор, 144 ҫӑмӑл автомобиль туяннӑ» (1982 ҫулхи майӑн 26-мӗшӗ).

1980 ҫулсенче районта  ял хуҫалӑх отраслӗ вӑйлӑ аталаннӑ.  Районта  11 колхоз — «Алга», «Восток», «Гигант», «Дружба», «Заветы Ильича», «Заря», «Знамя», «Красный Октябрь», «Луч», «Россия», «Урожай» тата «Комсомольский» совхоз — шутланса тӑнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ тырпул туса илес енӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе те  тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ахальтен мар район 1984 ҫулта КПСС Центральнӑй Комитечӗн, СССР Министрсен Совечӗн, ВЦСПСӑн тата ВЛКСМ Центральнӑй Комитечӗн   куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавне илме тивӗҫ пулнӑ. Ҫак ҫулах «Красный Октябрь»  тата «Заря» колхозсем те тӗрлӗ енлӗ ҫитӗнӳсемшӗн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавсене ҫӗнсе илнӗ.

Районта ял хуҫалӑхӗ аталанса пынине хаҫатри ҫак йӗркесем те ҫирӗплетеҫҫӗ: «Иртнӗ ҫул выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстерес тӗлӗшпе районта сахал мар ӗҫленӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен шучӗ 465 пуҫ, сыснасен шучӗ 3557 пуҫ, сурӑхсен шучӗ 555 пуҫ ӳснӗ» (1983 ҫулхи январӗн 13-мӗшӗ). «Хальхи вӑхӑтра колхозсемпе совхозра тӗрлӗ маркӑллӑ 538 трактор, груз турттаракан 298 автомашина, 149 тӗштырӑ комбайнӗ тата ытти нумай-нумай ял хуҫалӑх машинисем пур» (1984 ҫулхи январӗн 26-мӗшӗ).

«Сӗт-ҫу фабрики пулать» статьяра Н.Никифоров журналист «Заря» колхозри сӗт-ҫу комплексӗ пирки хыпарлать: «Комплексра 400 сӑвакан ӗне усрамалла. Хальхи вӑхӑтра кунта 280 пуҫ выльӑх шутланать. Вӗсенчен 180 пуҫӗ сӑвакан ӗнесен кӗтӗвне ҫӗнетнӗ ҫӗре каять. Ытти ҫӗр пуҫӗ — вӑкӑрсем» (1983 ҫулхи мартӑн 3-мӗшӗ).

Колхозсем ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ. Вӗсен пурлӑхпа техника бази ҫирӗпленсе пынӑ. «Колхозра халӗ 1450 пуҫ ӗне выльӑх, 2281 пуҫ сысна, 457 пуҫ сурӑх, тӗрлӗ маркӑллӑ 43 трактор, 39 автомашина, 28 комбайн тата ытти техника чылай», «34 ҫын аслӑ тата вӑтам пӗлӳ илнӗ, 160 ытла ҫын тракторист, комбайнер, электрик, газоэлектрик тата ытти специалист ӗҫлет» тесе ҫырать хаҫат «Гигант» колхоз пирки (1982 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗ).

1970 ҫулсен вӗҫӗнче хуҫалӑхсем пӗрлешсе тунӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли комплекс ӗҫӗ-хӗлне хаҫат сӑнасах тӑнӑ. «Пирӗн комплексра 1926 пуҫ выльӑх шутланать» пӗлтерет комплекс директорӗ Е.В.Спиридонов (1982 ҫулхи октябрӗн 19-мӗшӗ).

Ку тапхӑрта районта строительство объекчӗсем нумай тунӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ паянхи кун та ларать. «1980—1981 ҫулсенче районта 27 объект туса пӗтерсе хута янӑ. Вӗсен шутне «Восток» колхозри ӑратлӑ пушмак пӑрусем ҫитӗнтерекен комплекс, «Россия», «Заря» колхозсенчи сӗт-ҫу комплексӗсем, «Красный Октябрь» колхозри 300 ҫын вырнаҫмалӑх культура ҫурчӗ, Хирти Мӑнтӑрти вӑтам шкул, «Луч» колхозри столовӑй тата ытти объектсем те кӗреҫҫӗ» (1982 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗ). «Гигант» колхозра 1 миллион та 400 пин тенкӗ тӑракан сӗт-ҫу ферми, «Знамя» колхозра 266 пин тенкӗ тӑракан пахча ҫимӗҫ хранилищи туса пӗтернӗ. Хӑнтӑрла шывӗ урлӑ «Заря» тата «Луч» колхозсен территорийӗсенче икӗ тимӗр-бетон кӗпер хывнӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *