Вторник, 13 октября

Хӑй шайӗнчисенчен – пӗрремӗш

Хӑй шайӗнчисенчен – пӗрремӗш

(Тӗл пулу хыҫҫӑнхи шухӑшсем)

Петр Баринов  районти яваплӑ вырӑнсенче ӗҫленӗ, ВЛКСМ райкомӗн иккӗмӗш, пӗрремӗш секретарӗсенче, «Комсомольский» совхозӑн тӗп зоотехникӗнче тӑрӑшнӑ ҫулсенче эпӗ ҫамрӑк ача пулнӑ. Ҫавӑнпа та Петр Андреевич Бариновӑн ҫав тапхӑрти ӗҫӗ-хӗлне хам куҫпа курман. Редакцире тӑрӑшма пуҫласан  вара  ӑна  малтан пухусенче асӑрханӑ, кайран вара кулленхи пурнӑҫра тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Округри ветерансен совечӗ ун ячӗпе ирттернӗ асӑну тӗлпулӑвӗнче вара ун ҫинчен татах та ытларах пӗлме май килчӗ. Унта сӑмах илсе калаҫакансем ӑна аса илсе  тӗрлӗ енчен хакларӗҫ. Институтра вӗреннинчен пуҫласа  пурнӑҫӗн юлашки кунӗсем таранчченех тишкерчӗҫ.

«Первый среди равных: к 80-летию Баринова  Петра Андреевича» астӑвӑм каҫне пӗрле ӗҫленӗ, ӑна лайӑх пӗлнӗ ҫынсем ӳсӗмӗсене, инҫетре пурӑннине пӑхмасӑр, тӗрлӗ ҫӗртен килниех  халӑх хисепленине ҫирӗплетет. Петр Андреевич, шкулта аван вӗреннӗскер, обществӑлла ӗҫре хастар пулнӑскер, Шупашкарта Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра та студентсем хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Унпа пӗрле вӗреннӗ, кайран ҫемйисемпе ӗмӗрех туслӑ ҫыхӑну тытнӑ юлташӗсем  ун ҫинчен лайӑхпа ҫеҫ аса илчӗҫ. П.Баринов шкулта та, аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче те спортпа туслӑ пулнӑ, штанга йӑтас енӗпе ӑмӑртусене хутшӑннӑ, малти вырӑнсем йышӑннӑ. Институт хыҫҫӑн аслӑ пӗлӳллӗ специалиста Псков облаҫӗнчи пӗр совхоза ӗҫлеме яраҫҫӗ.

1971 ҫултан вара Елчӗк районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫыннӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе ӗҫӗ Комсомольски ялӗпе тата районӗпе тачӑ ҫыхӑнать. Района килсен ял хуҫалӑх продукцине туянас енӗпе ӗҫлекен патшалӑх инспекторӗнче, КПСС райкомӗн инструкторӗнче ӗҫлет. Пултарулӑхне кура ӑна 1973 ҫулта малтан ВЛКСМ райкомӗн иккӗмӗш, ҫав ҫулхи июнь уйӑхӗнче пӗрремӗш секретарӗ пулма суйлаҫҫӗ. Ҫанӑ тавӑрсах П.Баринов ҫамрӑксемпе ӗҫлеме пуҫлать. Район центрӗнчи ӗҫ коллективӗсенче ҫеҫ мар, колхозсенче, фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗсенче час-часах ҫамрӑксемпе тӗл пулать. Комсомолецсен районти пурнӑҫне интереслӗрех йӗркелеме тӑрӑшать.

1977 ҫулта  ӑна «Комсомольский» совхозӑн тӗп зоотехникӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Кунта та П.Баринов хӑйне пултаруллӑ организатор пек кӑтартса парать. Шӑпах вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче кунта колхозсем пӗрлешсе тӑвакан 4 пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли комплекс строительствин ӗҫӗсем пынӑ. «Ку вӑхӑтра манӑн Петр Андреевичпа пӗрле ӗҫлеме тӳр килчӗ. Строительство пынӑ вӑхӑтра вӑл унта тӑтӑшах пулатчӗ. Ку объект районшӑн пысӑкки шутланнӑ та, тӗп зоотехник пулнӑ май, яваплӑх та ун ҫине нумай тиеннӗ. Пӑшӑрханмалли те нумай пулнӑ», — аса илчӗ ӗҫ  ветеранӗ В.И.Пундяков астӑвӑм тӗлпулӑвӗнче. Вӑл вӑхӑтра  мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли комплекс тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ Н.И.Смирнов сӑмахӗсенче те ҫак шухӑшсемех палӑрчӗҫ.

1986 ҫулта П.Баринова Халӑх депутачӗсен районти Совечӗн председательне суйлаҫҫӗ. Унта вӑл 1991 ҫулччен тӑрӑшать. Ку вӑхӑтра районта пурӑнмалли ҫурт-йӗр, ялсем патне асфальтлӑ ҫул нумай тунӑ, социаллӑ-культура пурнӑҫӗнче те лайӑх улшӑнусем пулнӑ. Ку вӑхӑтри пурнӑҫ, ӗҫсем  пирки сортсем сӑнакан патшалӑх станцийӗн директорӗнче, кайран район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Г.Ф.Волков, «Алга» колхоза ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ Г.Г.Апраков, ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп агрономӗнче тӑрӑшнӑ, район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ И.Х.Миннетуллин, КПСС райкомӗнче, кайран «Каҫал ен» хаҫатра тӑрӑшнӑ В.В.Гаврилов аса илчӗҫ. Петр Андреевич  ертӳҫӗсенчен ҫирӗп ыйтнине, ҫав вӑхӑтрах  вӗсене ӑнланма тӑрӑшнине, кирлӗ вӑхӑтра паха сӗнӳсемпе канашсем пама пултарнине палӑртрӗҫ. «Пухусем колхозсенче шавлӑ иртетчӗҫ. Колхозсем уйрӑлма шутланӑ чухне манӑн пӗрре мар Петр Андреевичпа пӗрле вӗсенче пулма тӳр килчӗ.  Пухусем вӑрӑма тӑсӑлатчӗҫ. Ҫур ҫӗр иртсе 3 сехетчен пынисем те пулнӑ. Халӑх умӗнче тӗрӗс шухӑшсем калама пӗлмелле. П.Бариновӑн сӑмахӗсем витӗмлӗ пулса тухатчӗҫ. Халӑх патне ҫитсе шухӑшлама хистетчӗҫ», — терӗ ӗҫ ветеранӗ, хӑй вӑхӑтӗнче районта яваплӑ вырӑнсенче ӗҫленӗ Л.А.Читнаева. Кунта хам шухӑша та палӑртса хӑварас килет. Петр Андреевич трибуна умне тухсан сӑмахсене ҫӑтса ямасӑр, якан та тикӗссӗн  районти лару-тӑрупа паллаштарнине пӗрре мар илтнӗ. Халӑхпа калаҫма пӗлни, пӗр чӗлхе тупни — хӑй чӑн-чӑн ӑсталӑх. Вӑл каланине пухусенче ҫынсем тимлӗ итлетчӗҫ. Районти шалти ӗҫсен пайӗн начальникӗнче ӗҫленӗ П.В.Лапшин Петр Анреевич милици ҫуртне тунӑ чухне кирлӗ сӗнӳсемпе пулӑшни ҫинче чарӑнса тӑчӗ.  Аслӑ Ҫӗрпӳел ял советне, администрацине ертсе пынӑ Г.Г.Ракчеев тата ыттисем те П.Баринов ӑста ертӳҫӗ пулнине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫакӑ вӑл анлӑ тавракурӑмлӑ та ырӑ  сунакан, районшӑн чун-чӗрипе ҫунакан ҫын пулнине кӑтартса парать.

Петр Андреевич район аталанӑвӗшӗн, халӑхшӑн тӑрӑшнипе пӗрлех ҫемьене те тӗп вырӑна хунӑ. Яваплӑ ӗҫсенче пулнӑ май вӑхӑчӗ сахал пулсан та мӑшӑрӗшӗн юратнӑ ҫын, ачасемшӗн ҫывӑх юлташ пулма та  май тупнӑ. Хӑйӗн тӗпренчӗкӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса чӑн-чӑн ҫын пулса ӳстерессишӗн тимленӗ. Ҫакна тӗлпулура ӑшӑ сӑмахсемпе аса илсе мӑшӑрӗ Людмила Дмитриевна та ҫирӗплетрӗ. Вӗсем иккӗшӗ 3 ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Халӗ Сергей, Виктор тата  Александр пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ.

Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та П.Баринов алӑ усса ларман. Районӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ. Мӑшӑрӗпе килти ӗҫсене пӗрле пурнӑҫланипе пӗрлех Петр Андреевич Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне те ҫӳренӗ. Ку коллективпа вӑл районта, республикӑра тата ун тулашӗнче пулнӑ. Халӑх йӑли-йӗркине кӑтартнӑ чухне вӑл рольлӗ сӑнарсене аван  калӑпланине  палӑртмалла.  Ун пирки «Каҫал» фольклор ансамблӗн ертӳҫи В.П.Павлов, ҫав ансамбле ҫӳренӗ Н.И.Кисапов, В.Н.Хораськина та ӑшшӑн аса илчӗҫ. Ушкӑнра вӑл паллӑ вырӑнта пулнине асӑнчӗҫ.

Петр Андреевич мӑшӑрӗ хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ май пирӗн коллективпа та туслӑ ҫыхӑну тытатчӗ. «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ Л.Г.Шуряшкина, редакцире ӗҫленӗ З.Н.Соловьева та ун пирки ӑшшӑн аса илчӗҫ.

Петр Андреевич ӗмӗр тӑршшӗпех халӑх хушшинче пулнӑ, район аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ. Чапшӑн ҫунман вӑл. Тӑван тӑрӑхра пурӑнакансем йӗркеллӗ пурнӑҫпа пурӑнччӑр, вӗсене ӗҫлеме, канма кирлӗ условисем пулччӑр тесе вӑй хунӑ. Унӑн ятне паянхи кун та округра пурӑнакан чылай ҫын асра тытать. Ҫакна астӑвӑм тӗлпулӑвӗ те, унта хутшӑннӑ ҫынсем те тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ. «Хӑйӗн шухӑшӗнчен виличчен те пӑрӑнман ҫын пулнӑ вӑл», тениех хӑйнеевӗр пысӑк чыс. Чӑннипех те хӑйӗн пеккисен хушшинче  пӗрремӗш  пулнӑ вӑл. Унӑн ячӗ округ историйӗнче паллӑ вырӑнта тӑма тивӗҫлӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *