Вторник, 13 октября

Журналистӑн кӗнекине презентацилерӗҫ

Журналистӑн кӗнекине презентацилерӗҫ

Майӑн 22-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра Чӑваш Енри паллӑ ҫын, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫи, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей журналисчӗсен Союзӗн членӗ Николай Галкин хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине презентацилерӗ. Вӑл «Хроника неслучайных встреч» ятпа кун ҫути курнӑ.

Кӗнекере Николай Галкинӑн ҫур ӗмӗре яхӑн тӑсӑлакан професси ҫул-йӗрӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ самантсене ҫутатса панӑ. Унта авторӑн тӗрлӗ ҫулсенчи публикацийӗсем вырӑн тупнӑ. Унӑн материалӗсем урлӑ интереслӗ тата паллӑ ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлме пулать, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене те айккинче хӑварман. Статьясенче журналист ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене ҫутатать, уҫӑмлатать.

— Эпӗ журналистикӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫур ӗмӗр ҫитсе пырать: студент ҫулӗсенчех 1978 ҫулхи май уйӑхӗнче Раҫҫей журналисчӗсен Союзӗн членӗ пулса тӑтӑм. Ҫав ҫулах июлӗн 5-мӗшӗнче вара «Текстильщик» корпоративлӑ хаҫатӑн редакторӗ вырӑнне вӑхӑтлӑх ӗҫлесе пӗрремӗш хут хаҫата пичете яма алӑ пусрӑм, —  каласа парать журналист.

Хӑйӗн кӗнекипе паллаштарса Николай Галкин вулакансене интервьюсемпе хаҫат материалӗсен геройӗсене тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ, пуян шалти тӗнчеллӗ ҫынсем пек кӑтартса парасшӑн пулнине палӑртрӗ. «Ӑнсӑртран мар тӗлпулусен савӑнӑҫӗшӗн хамӑн материалсен геройӗсене чӗререн тав тӑватӑп. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн юратнӑ ӗҫне пурнӑҫласа ҫак тӗнчене ырӑрах тата лайӑхрах тӑвать», — терӗ вӑл. — «Маншӑн ҫак кӗнекери кашни журналистла текст — уйрӑм кӑмӑлпа тулнӑ пӗчӗк пурнӑҫ. Манпа калаҫакансен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем урлӑ  пирӗн ҫӗршывӑн икӗ ӗмӗр чиккинчи пурнӑҫне уҫса парас килет».

— Ман ӳсӗмри ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлса  пыраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫӗршывра тӗрлӗ ҫулсенче пулса иртнӗ пулӑмсене ӑнланасси те ҫухалать. Ҫавӑнпа та маншӑн ҫав калаҫусене, ҫав шутра Комсомольски округӗнчен тухнӑ ҫынсемпе те, вулакансем валли сыхласа хӑварасси пӗлтерӗшлӗ пулчӗ, — пӗтӗмлетет журналист.

Кӗнекере ҫавӑн пекех автортан илнӗ интервьюсене те пичетленӗ. Вӗсенче унӑн чӑн пурнӑҫа тӳррӗн ҫутатасси тата этика нормисене пӑхӑнасси ҫинче никӗсленсе тӑракан активлӑ профессилле шухӑшлавӗ курӑнать.

Мероприятире округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн — вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, тӗп библиотекӑн директорӗ Инна Ядрова, «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗн тӗп редакторӗ Алевтина Ефремова тата округра пурӑнакансем кӗнеке авторне ӑшшӑн саламласа тухса калаҫрӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директор ҫумӗ Елена Свинина ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ Николай Галкина халалласа хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе паллаштарчӗ, кадетсем журналиста ыйтусем пачӗҫ, тулли хуравсем илчӗҫ.

Автор тата унпа пӗрле ӗҫлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх «Хроника неслучайных встреч» кӗнеке тин ӗҫе пикенекен журналистсемшӗн вӗренӳ пособийӗ пулма та пултарать. Ӑна округри кашни библиотекӑрах тупма пулать.  Николай Галкин округри библиотекӑсем валли хӑйӗн кӗнекине парнелерӗ. «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» кӗнекен 5 экземплярне пачӗ.

Презентацие илемлӗх кӗртсе «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Владимир Павлов) пуҫтарӑннисене юрри-ташшипе савӑнтарчӗ.

Юлашкинчен Раҫҫей журналистсен Союзӗн регионти уйрӑмӗн правленийӗн членӗ Николай Галкин «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторне Алевтина Ефремовӑна профессилле пӗрлӗх умӗнчи ӗҫӗсемшӗн тата творчествӑраи ҫитӗнӗвӗсемшӗн Раҫҫей журналистсен Союзӗн Хисеп грамотине парса чысларӗ. 

Тӗлпулӑва Н.Галкинӑн тӑванӗсем, пӗрле ӳснӗ ҫынсем те хутшӑнчӗҫ, иртнине аса илчӗҫ.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *