Вторник, 13 октября

Ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе яврӗҫ

Ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе яврӗҫ

Майӑн 20-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Округра пурӑнакансемпе Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов тӗл пулчӗҫ. Тӗп вырӑнта ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ, территорисен аталанӑвӗ тата хӑрушсӑрлӑх ҫине витӗм кӳрекен ыйтусем пулчӗҫ.

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри — кӑҫалхи шыва кӗмелли сезона хатӗрленесси. Республикӑра шыв объекчӗсем ҫывӑхӗнче кану вырӑнӗсем хатӗрлес, хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатас, шыври инкексенчен сыхланас енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Халӑха шыва кӗнӗ чухне асӑрханулӑх ҫинчен манмалла марри, ятарласа палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме юрани ҫинчен аса илтересси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех официаллӑ пляжсенче кулленхи дежурство йӗркелеҫҫӗ.

Тӗлпулура «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» тата «Хула хутлӑхӗ» проекчӗсем мӗнле пурнӑҫа кӗрсе пыни пирки те калаҫрӗҫ. Ҫак проектсемпе килӗшӳллӗн округра вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, обществӑлла вырӑнсене, картишсене, ача-пӑча лапамӗсене тата кану вырӑнӗсене тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене валли хӑтлӑ условисем тума пулӑшаҫҫӗ.

Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 2025—2026 ҫулсенчи ӑшӑтмалли сезон вӗҫленчӗ. Мероприятире ӑна пӗтӗмлетсе округри ЖКХ предприятийӗсем, ресурссемпе тивӗҫтерекен организацисем тата яваплӑ службӑсем кӗркуннехи—хӗллехи тапхӑрта ӑнӑҫлӑн ӗҫленине палӑртрӗҫ. Халӗ вара вӗсем ҫитес ӑшӑтмалли сезона хатӗрленес енӗпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ.

Тӗлпулура тепӗр пӗлтерӗшлӗ тема — «Культурӑн земство ӗҫченӗ» тата «Земство тренерӗ» программӑсене пурнӑҫа кӗртесси — ҫине те тимлӗх уйӑрчӗҫ. Ҫак программӑсем яллӑ вырӑнсенче ӗҫлеме хатӗр специалистсене пулӑшас тӗллевлӗ. Ку пуҫарусен шайӗнче пирӗн округа ҫӗнӗ кадрсем килеҫҫӗ, культурӑпа спорт активлӑн аталанаҫҫӗ, ҫамрӑксем валли хушма майсем йӗркеленеҫҫӗ.

Пӗрлехи информаци кунӗ тухӑҫлӑ та усӑллӑ иртрӗ. Ун вӑхӑтӗнче тӗп хуламӑртан килнисем халӑхпа тӗрлӗрен ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, пӗрле калаҫса округа малалла аталантармалли енсене палӑртрӗҫ. 

Алевтина АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *