Ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен ялӗнчен ҫапӑҫу хирне тухса кайса паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене пӗлни, вӗсен хӑюллӑ ӗҫӗсемпе хавхаланни геройсен ячӗсене ӗмӗрлӗх упраса хӑварма пулӑшать. Ҫакна тӗпе хурса шкулсенче патриотлӑх воспитанийӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, паттӑр ентешсене халӑх асӗнче упраса хӑварас тӗллевпе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Урмаел вӑтам шкулӗнче «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проекчӗпе килӗшӳллӗн «Геройсен парттисене» уҫрӗҫ. Вӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑйсен ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа пуҫӗсене хунӑ И.Н.Гайнутдиновпа Р.Р.Фарахиева халалланӑ.
Мероприятие Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Э.Н.Бедертдинов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Н.А.Степанов, округ администрацийӗн представителӗсем, депутатсем, педагогсем, шкулта вӗренекенсем тата паттӑр салтаксен тӑванӗсем хутшӑнчӗҫ.
Хисеплӗ хӑнасем пуҫтарӑннисем умӗнче тухса калаҫса историлле астӑвӑма упрасси, патриотлӑха аталантарасси, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен хӑюлӑхне хисеплеме мӗн ачаран вӗрентесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек проектсем ҫитӗнекен ӑрӑва мирлӗ пурнӑҫ хакне пӗлме пулӑшаҫҫӗ, хӑйсен ентешӗсемпе мӑнаҫлантараҫҫӗ.
Гелия ГИНАТУЛЛИНА.

