Ҫанталӑк уяр тӑни округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене уй-хирте яра кун ӗҫлеме май парать. Ҫӗр пулса ҫитнине кура пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем акана тухаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫуракинче округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен пурӗ 10535 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑвармалла. Вӗсемсӗр пуҫне выльӑх апачӗллӗх культурӑсем, ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерӗҫ. Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те тенӗ пекех нумай ҫул ӳсекен курӑксене, кӗр тыррисене сӳрелеҫҫӗ, апатлантараҫҫӗ.
Майӑн 7-мӗшӗ тӗлне 510 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ, 650 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене, 1026 гектар кӗр тыррисене сӳреленӗ, апатлантарнӑ.
Хирсене акакан агрегатсем те тухнӑ. «Слава» ЯХПК, «Слава картофелю» агрофирма, «Родина» ООО, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ пурӗ 184 гектар тулӑ, «Искра» колхоз тата «Слава» ЯХПК 110 гектар урпа, 60 гектар сӗлӗ, «Слава картофелю» агрофирма 51 гектар горчица акнӑ. Хуҫалӑхсенче акмалли вӑрлӑха имҫамлас ӗҫсем те пыраҫҫӗ.
Ҫӗр пиҫсе ҫитнӗ май ака ӗҫне ытти хуҫалӑхсем те пуҫӑнса пыраҫҫӗ. «Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать» текен каларӑша шута илсе ҫӗр ӗҫченӗсем кашни кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Кашнин тӗллевӗ — ҫуракине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ ирттересси.
Минзаид Зайнуллин.

