Вторник, 13 октября

Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Вунпилӗк-ҫирӗм ҫул каялла Кӗҫӗн Каҫалти Арсентий Семенович Кокорев редакцие час-часах кӗрсе тухатчӗ. Комсомольскине ҫуранах ҫитнӗскер пушӑ алӑпа килместчӗ вӑл. Хӑй пурӑнакан ялта пулса иртнӗ ӗҫсем, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ хайлавсем, асаилӳсем илсе килетчӗ. Вӗсене пуҫтарса вӑл 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» ятпа  кӗнеке те кӑларма вӑй ҫитерчӗ. ,мӗрӗпех трактористра ӗҫленӗ пулсан та унӑн пурнӑҫӗ район хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Ҫара кайиччен, тӗрӗсрех 1949—1952 ҫулсенче, Арсентий Семенович район хаҫачӗн типографийӗнче те ӗҫленӗ. «Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1500—2000 экземплярпа тухатчӗ. Ҫавӑн чухлӗ тиража  машинӑна алӑпа ҫавӑрса ҫапнӑ, кустӑрми тем пысӑкӑшчӗ. Каҫпа  6 сехетсенче ҫапма тытӑнаттӑмӑрччӗ, ҫур ҫӗр иртсен 4—5 сехетсенче пӗтереттӗмӗр. Ирхине вара хамӑрах почтӑна кайса панӑ. ,ҫӗ ҫӑмӑлах марччӗ ӗнтӗ, коллективра та ҫын нумай пулман. Эпир пӗр-пӗрне пулӑшнӑ, ку ман ӗҫ мар тесе тӑман, хаҫата вӑхӑтра кӑлармалла-ҫке. Хамӑр сӑрӑпа йӑлтах вараланса пӗтеттӗмӗр». Ҫапла аса илсе ҫырать вӑл кӗнекинче.

1952 ҫулта А.Кокорев салтак тумӗ тӑхӑннӑ. Ҫар ҫулӗ чӑваш каччине Узбекистанри Фергана хулине илсе ҫитернӗ. Кунта ҫулталӑк ҫурӑ вӗреннӗ хыҫҫӑн МиГ-15 реактивлӑ самолетсене пӑхса тӑракан авиамеханиксем пулса тӑнӑ. 4 ҫул ҫар службинче пулнӑ вӑл. Хӑй маттур салтак пулнине кӑтартнӑ, командовани приказӗсене ҫирӗп пурнӑҫласа пынӑ.

 Тӑван тӑрӑха таврӑнсан техникӑна юратакан ҫамрӑк нумай шутласа тӑмасӑрах Канашри механизаторсем хатӗрлекен шкула вӗренме кӗнӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ  хыҫҫӑн А.Кокорев Комсомольскинчи МТСра тракторист пулса ӗҫлеме тытӑнать. «Красный маяк» колхозра, «Комсомольский» совхозра, унтан каллех «Красный маяк» ЯХПКра механизаторта тӑрӑшать. 1956 ҫулта трактор штурвалӗ умне ларнӑскер 2002 ҫулта ҫеҫ «хурҫӑ утпа» сывпулашать. Вӑл ҫулсенче тракторсен хӑвачӗ паянхисемпе танлаштарсан вӑйлах пулмасан та колхозра пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Ака-суха, вырма вӑхӑчӗсенче механизаторсем ирпе ирех пуҫласа сӗм ҫӗрлеччен хирте тӑрӑшнӑ.

46 ҫул тракторпа ӗҫлесе мӗн чухлӗ эталон-гектар ӗҫ тунине шутласа та кӑларма ҫук пулӗ. Вӑл  тӑрӑшнӑ ҫулсенче механизаторсен колхозра ӗҫ нумай пулнӑ. Хӗллехи кунсенче те вӗсем пушӑ ларман. Улӑм сӗтӗрнӗ, юр тытнӑ, вӑрмана кайнӑ… Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсенче ачаранах ҫӑкӑр тутине туйса ӳснӗскер пӗр ӗҫрен те шикленсе тӑман. Колхоз правленийӗ хушнӑ пур ӗҫе те пахалӑхлӑ та вӑхӑтра тума тӑрӑшнӑ. 1973, 1974, 1976 ҫулсенче «Социализмла ӗҫ ударникӗ» паллӑсене тивӗҫнӗ. «1941—1945 ҫулсенчеи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем те унӑн кӑкӑрне илем кӳреҫҫӗ. Ӗҫри пултарулӑхшӑн тивӗҫнӗ хисеп грамотисем те  нумай унӑн.

1959 ҫулта вӑл Апполинария  Родионовнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Юратса пӗрле пурӑнса вӗсем 6 ача ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ ӑна  ачисемпе пӗрлех 11 мӑнукӗ,11 мӑн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Арсентий Семенович 94 ҫул тултарчӗ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ӗҫ ветеранне ҫуралнӑ кунӗпе тӑванӗсемпе, кӳршисемпе пӗрлех  Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Елена Зайкова саламланӑ, РФ Президенчӗн саламлӑ ҫырӑвне вуласа панӑ, округ пуҫлӑхӗн парнине ҫитерсе панӑ. Эпир те хисеплӗ обществӑлла корреспондента ҫуралнӑ кунӗпе тата хаҫат юбилейӗ ячӗпе чӗререн саламлатпӑр. Ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *