Вторник, 13 октября

Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Февралӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерчӗ. Унта пирӗн республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ытти регионсенчен те хутшӑнчӗҫ. Икӗ сехет ҫурӑна яхӑн  пынӑ калаҫура паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ нумай ыйту пулчӗ.

Малтанах Олег Николаев республика экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Регионта налук пуҫтарӑнасси ӳснӗ. Бюджет тупӑшӗ пысӑкланнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн 60 ытла объектӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗрен тунӑ. Культура, вӗрентӳ тата ытти социаллӑ вырӑнсене ҫӗнетнӗ. Халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе те палӑрмаллах утӑмсем тунӑ. Экономикӑра ҫӗнӗ проектсем хута янӑ. Агропромышленноҫ комплексӗнчи кӑтартусем те чылай енӗпе ӳснӗ.

Кӑҫал хӗл ытти ҫулсемпе танлаштарсан юр нумай ҫунипе палӑрчӗ. Ҫавӑнпах пулӗ пӗрремӗш ыйту та республикӑра обществӑлла вырӑнсене юртан тасатас енӗпе ӗҫсем мӗнле пулни пирки пулнинчен тӗлӗнме те кирлӗ мар. Олег Алексеевич ку енӗпе Чӑваш Енри ҫулсем ҫинче кӑткӑслӑхсем пулманнине,  ҫак енӗпе яваплӑ организацисем тухӑҫлӑ ӗҫленине ҫирӗплетрӗ. Республикӑра пурӑнакансем  «Дворника пулӑш» тата ытти акцисене хастар хутшӑннине  палӑртрӗ.

Муниципалитет округӗсенчи больницӑсене ыттисемпе пӗрлештерни пирки ыйту ҫине хуравласа О.Николаев ҫак утӑма вӗсен статусӗсене сыхласа хӑварас тӗллевпе тата  кадрсене  хавхалантарас, пурлӑх никӗсне ҫирӗплетес, медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатас  тенипе пурнӑҫланине каларӗ.

Донецк облаҫӗнчи журналист икӗ регион хушшинчи туризма йӗркелес енӗпе ыйту пачӗ. Олег Алексеевич ку енӗпе  ӗҫсем пынине, туслӑ Бердянск райончи 300 ача ҫуллахи каникул кунӗсенче Шупашкарти сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьте канни, Донецк облаҫӗнчи спортсменсем пирӗн патра стажировкӑра пулни пирки пӗлтерчӗ. Туслӑ ҫыхӑнусем малалла пуласса шантарчӗ.

Пресс-конференцире 30 яхӑн ыйту пулчӗ. Журналистсене республикӑра туризма аталантарас енӗпе палӑртнӑ тӗллевсем те,  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗнче туса ирттермелли мероприятисем те, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунисене асӑнса тӑвакан монумент  та тата ытти тема та  интереслентерет. Етӗрнери лаша завочӗн шӑпи, республикӑри бизнес аталанӑвӗ, авариллӗ ҫуртсем тӗлӗшпе йышӑннӑ мерӑсем те, регионта хӑмла отраслӗнчи лару-тӑру, чӑваш чӗлхине тарӑннӑн вӗрентекен шкулсем, Шупашкарти аэропорт тата ытти нумай  ыйту пулчӗ. Вӗсем ҫине Республика Пуҫлӑхӗ тӗплӗн, тишкерсе пӑхса, танлаштарусем туса хуравлама тӑрӑшрӗ.

Журналистсене  малашне те республика пурнӑҫӗпе тан утма, ытларах пӗлсе хӑйсен вулаканӗсене, кураканӗсене, итлекенӗсене вӗсемпе паллаштарса тӑма ӑнӑҫу сунчӗ.

Юрий Михайлов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *