Ҫирӗп ҫемье — вӑйлӑ ҫӗршывӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫакна тӗпе хурса ӗҫлет те «Ҫемье» наци проекчӗ. Вӑл йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене, ӑрусен ҫыхӑнулӑхне упрама пулӑшать, нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене хисеплеме вӗрентет. Ҫак кунсенче пирӗн округра пурӑнакан туслӑ та килӗшӳллӗ мӑшӑр ҫемье пурнӑҫӗн чаплӑ юбилейне уявланӑ — «бриллиант» туй кӗрлеттернӗ.
Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Елизавета Ивановнӑпа Геннадий Петрович Онищенко 1966 ҫулта ҫемье чӑмӑртанӑ. Вӑрнар районӗн каччи Геннадий Иркутск хулинче ҫар службинче пулнӑ, увольнени вӑхӑтӗнче вӑл Елизаветӑпа паллашнӑ та. Пӗрре курсах юрату туйӑмӗ хыпса илнӗ ҫамрӑксем нумай шутласа тӑман, ҫемье ҫавӑрнӑ.

