Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Тупӑшу хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Тӗп шкулсен командисем хушшинче Хирти Мӑнтӑрсем чи лайӑхкӑтартусем туса ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗн коман-
ди тухнӑ. «Бронза» медальсен хуҫисем Чӗчкен тӗп шкулӗнчен
килнӗ ҫамрӑк спортсменсем пулса тӑнӑ. Вӑтам шкулсем хушшинче Тукай Мишерсене ҫитекен пулман. Шурут тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шку
лӗсен командисем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Аслӑ ҫултисем те сӗтел ҫи теннисӗ вӗсемшӗн ҫывӑх пулнине кӑтартса панӑ. Ку ушкӑнра иртнӗ хӗрӳ тупӑшура Комсомольски территори уйрӑмӗн команди (В.И.Григорьев тата Г.Н.Волкова) «ылтӑна» тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта —
Александровка территори уйрӑмӗн команди (В.Ф.Волков
тата Т.И.Волкова)
Тӗплӗнрех

