2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен налук йӗркине, пурӑнмалли ҫурт-йӗр рынокне, ӗҫ укҫине, коммуналлӑ тӳлевсене тата ипотекӑна витӗм
кӳрекен ҫӗнӗ саккунсемпе нормативлӑ актсем ӗҫе кӗнӗ.
Кӑҫал пулакан ҫӗнӗлӗхсен чен хӑшӗ-пӗрисемпе паллашар-ха.
Правительство хушма хак налукӑн база ставкине 20 процентран 22 процента ҫитерме йышӑннӑ. Хӑш-пӗр категорисемшӗн, сӑмахран, апат-ҫимӗҫ продукчӗсен, ача-пӑча таварӗсемпе медикаментсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ 10 процентлӑ ставка юлать.
Тӗплӗнрех

