Округри шкулсенче вӗренекенсем футбол, волейбол енӗпе
тупӑшса республика шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрни пирки
тӑтӑшах пӗлтеретпӗр. Пирӗн тӑрӑхри ҫамрӑк баскетболистсем
те ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Январӗн 21-мӗшӗнче Канаш хулинчи «Локомотив» спорт шкулӗнче «КЭС-БАСКЕТ» баскетбол шкул лигин зонӑри тапхӑрӗн
ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи арҫын ачасем хутшӑннӑ.

