Вторник, 13 октября

Тӳрӗ линире ыйтусене хуравланӑ

Тӳрӗ линире ыйтусене хуравланӑ

Декабрӗн 19-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфирта ҫӗршывӑн 2025 ҫулхи ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе пресс-конференци ирттернӗ. Ун патне 3 миллион ытла ыйту килнӗ. 4 сехет те 28 минут пынӑ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче 103 ыйту ҫине хуравланӑ.

Хамӑрӑн тата ют патшалӑхсен журналисчӗсене,  уйрӑм ҫынсене ытларах ҫӗршыври тата тӗнчери лару-тӑру, экономика, налук, ипотека, автопром, авиастроени, демографи, вӗрентӳ тата ытти отрасльсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем интереслентернӗ. Уйрӑмах Украина тата ятарлӑ ҫар операцийӗ   пирки  ыйтусем нумай пулнӑ. В.Путин  Киев  территори ыйтӑвӗсене татса парас тӗллевпе калаҫусем ирттерме  васкаманнине, стратеги пуҫарӑвӗ РФ ҫарӗн аллинче пулнине палӑртнӑ.  Ют ҫӗршыври Раҫҫейӗн  активӗсене туртса илнине вӑрланипе мар, ҫаратнипе танлаштарнӑ. Хӗвеланӑҫ хӑйӗн аллипе паянхи конфликта туса хунине, ҫав лару-тӑрӑва ҫивӗчлетме тӑрӑшнине ҫирӗплетнӗ.

Раҫҫей экономики ҫирӗпленсе пыни, ӗҫсӗрлӗх чакни, ӗҫ укҫин виҫи ҫулталӑкра 4,5 процент ӳсни, Центр Банкӗн пӗтӗм тӗнчери резервӗсем пысӑкланни ҫинчен каланӑ.  Ача ҫураласлӑх, ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас ыйтусене  хускатсан  Президент 2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе вӗсем тӳленӗ 13 процент налукран 7 процентне каялла ҫемьесене  тавӑрса парассине пӗлтернӗ.

Телефон мошенникӗсем пирки сӑмах пуҫлансан Владимир Владимирович тӳрех асӑрхаттарчӗ% шӑнкӑравлакан кирек кам ячӗпе те, кирек кам сассипе те  сӑмаха укҫа  ҫинчен пуҫласан тӳрех  ҫыхӑнӑва татмалла. Пресс-конференцире хаксене патшалӑх йӗркелесси пирки те ыйту пулчӗ. Енчен те патшалӑх енчен япаласен хакне ҫирӗплетме пуҫласан таварсем хӑвӑрт ҫухалас хӑрушлӑх пулнине пытармарӗ. Анчах та хӑш-пӗр сферӑсенче, сӑмахран, пурнӑҫшӑн питӗ кирлӗ эмелсем тӗлӗшпе хаксене патшалӑх енчен йӗркелени кирлине палӑртрӗ.

Тӳрӗ линие килнӗ пур ыйтӑва та тишкерӗҫ,  мерӑсем палӑртӗҫ. В.Путин ҫакӑн пек калаҫусем халӑх шухӑш-кӑмӑлне лайӑхрах пӗлме, ӑнланма пулӑшнине палӑртрӗ.

Юрий ГАВРИЛОВ хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *