Вторник, 13 октября

Николай Раськин: «Пӗрлехи вӑйпа округ аталанать»

Николай Раськин: «Пӗрлехи вӑйпа округ аталанать»

Шурӑ юр нумаях пулмасть ҫеҫ ҫӗр питне хупларӗ, халӗ акӑ декабрь уйӑхӗ вӗҫленсе те пырать, ҫӗнӗ 2026 ҫул пуҫланиччен нумай та юлмарӗ. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса пынӑ вӑхӑтра эпир пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлететпӗр.  Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫленсе пынӑ май эпир Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе тӗл пулса кӑҫал пурнӑҫланӑ ӗҫсене сӳтсе яврӑмӑр, ҫитес ҫул пурнӑҫа кӗртмелли тӗллевсем ҫинчен те калаҫрӑмӑр.

— Ырӑ кун пултӑр, Николай Никандрович. Ҫулталӑк вӗҫленсе пынине кура кӑҫалхи чи курӑмлӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен калаҫар-ха. Мӗнпе асра юлчӗ иртсе пыракан 2025 ҫул?

— Ырӑ кун. Кӑҫалхи ҫул тӗрлӗ пулӑмсемпе пуян пулчӗ. Округра пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне       ӳстерес тӗллевлӗ пысӑк проектсене пурнӑҫа кӗртме май килчӗ. Сӑмахран, Ахмет ялне тинех «сенкер ҫулӑм» ҫитрӗ, Элпуҫӗнче ҫӗнӗ асфальт ҫул турӑмӑр, Хырхӗрри тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсенче ФАПсем уҫрӑмӑр, Комсомольскинче ГТО нормативӗсене пурнӑҫламалли ҫӗнӗ спорт площадки хута кайрӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ ҫумӗнче хоккей коробкипе тивӗҫтернӗ ҫӗнӗ спорт лапамӗ туса хутӑмӑр тата ытти те. Ҫавӑн пекех округ центрӗнче ачасене валли ҫӗнӗ йышши  вулавӑш — «Этникум»  алӑкӗсем уҫӑлни ҫинчен те каласа хӑвармалла. Комсомольскинче пурӑнакансем питӗ кӗтнӗ самант — ҫӗнӗ шкул тума пуҫлани. Хальлӗхе строительсем йӑлтах вӑхӑтра туса пыма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫӗнӗ шкул ҫитес вӗренӳ ҫулне хатӗр пулмалла. 

— Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалласа та нумай ӗҫ туни курӑнать…

— Кӑҫал совет халӑхӗ  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр.  Ҫавна май   чылай мероприятие шӑпах ҫак паллӑ пулӑмпа ҫыхӑнтартӑмӑр. Вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешсен паттӑрлӑхне яланах асра тытатпӑр. Округ центрӗнчи вӗсене асӑнса лартнӑ палӑк чылай кивелнине кура ӑна тӗпрен ҫӗнетме йышӑнтӑмӑр. Халӑх хушшинче сасӑлав йӗркелесе чи ӑнӑҫлӑ проекта суйласа илтӗмӗр, строительсем ӗҫе пикенчӗҫ. Ҫавӑн пекех Совет Союзӗн Геройӗсен ячӗпе Асӑну хӑмисем уҫрӑмӑр. Вӗсем ҫамрӑк ӑрӑва пирӗн паттӑрсем ҫинчен ытларах пӗлме, вӗсен ӗҫӗсене асра упрама пулӑшӗҫ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ ентешсене хисеп тунипе ҫеҫ мар, паянхи кун Украина ҫӗрӗнче ҫапӑҫӑва кӗрекенсем ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Кашни ялтах СВОри ентешсене пулӑшу кӳрес ӗҫе йӗркеленӗ. Хастарсем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, дронсенчен хӳтӗлекен утиялсем ҫӗлеҫҫӗ, хӑвӑрт пиҫекен типӗтнӗ яшкасем хатӗрлеҫҫӗ… Округран час-часах гуманитари пулӑшӑвӗ те ӑсататпӑр, салтаксем эпир вӗсене кӗтнине, пулӑшма яланах хатӗр пулнине туйсах тӑччӑр тетпӗр. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ентешсене те асрах тытатпӑр. Вӗсен ячӗпе округри ялсенче волейбол, футбол турнирӗсем     йӗркелеҫҫӗ.    Нумаях пулмасть Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче Раҫҫей Геройне Иван Марина асӑнса тӗлпулу  иртрӗ. Округри чылай  вӗренӳ учрежденийӗнче паттӑр салтаксен ячӗпе «Парта Героя»  уҫрӑмӑр. Пирӗн тӗллев — паттӑр ентешсене яланах асра тытасси, ҫамрӑк ӑрӑва вӗсемпе паллаштарасси. 

— Ҫулталӑк тӑршшӗпе тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫланӑ май йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тиврӗ-и?

— Паллах, ертӳҫӗ ӗҫӗнче  пӗр йывӑрлӑхсемсӗрех ӗҫ пулмасть. Ҫӗнӗ объектсене хута янӑ чухне строительство, юсав ӗҫӗсене тӗрӗслесех тӑмалла. Вырӑна ҫитмелле, лару-тӑрупа паллашмалла. Чылай чухне ӗҫсене хӑвӑртлатас енӗпе мерӑсем йышӑнма тивет. Округра пурӑнакансенчен килекен ҫырусем ҫинчен те каласа хӑварас килет. Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен проблемине ҫак самантрах татса парасса кӗтеҫҫӗ. Пӗр-пӗр пысӑк ӗҫе пурнӑҫлама малтан проект хатӗрлемеллине, ӑна тӗрлӗ экспертизӑсем витӗр кӑлармаллине, подрядчик тупмаллине, бюджетран укҫа уйӑрмаллине тата ытти ӗҫсене пурнӑҫламаллине шута илмеҫҫӗ.  Йышӑнӑва килекенсем те сахал мар. Кашнинпе калаҫнӑ, ыйтусене сӳтсе явнӑ.  Пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫсан, ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе явсан йывӑрлӑхсене татса пама пулатех.  Пурте пӗрле кар тӑрса ӗҫлесессӗн, ӗҫе пурнӑҫлама та ҫӑмӑлтарах. Пӗрлӗхре — пирӗн вӑй!  Пӗрлехи вӑйпа округ аталанать.

— Сирӗн шутпа ҫитес ҫул мӗнпе савӑнтарӗ?

— Ҫитес 2026 ҫул кӑҫалхи пекех интереслӗ самантсемпе пуян пуласса шанатӑп. Пуҫаруллӑ бюджет программипе пурнӑҫламалли проектсем пирӗн чылай. Ҫавӑн пекех Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкула туса пӗтерсе ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ачасене унта куҫарма май килетех пулӗ тесе шутлатӑп. Ялсене хӑтлӑлатас, тирпей-илем кӗртес, обществӑлла инфраструктурӑна аталантарас енӗпе нумай ӗҫлӗпӗр.

— Калаҫӑва пӗтӗмлетсе округ ҫыннисене мӗн каланӑ пулӑттӑр?

— Округра пурӑнакан кашни ҫынна ялсене аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Ҫитес ҫул та ыйтусене татса парас ӗҫре эсир хастарлӑх, пуҫарулӑх кӑтартасса шанатӑп. Ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул вара кашнинех телей, сывлӑх, ӑнӑҫу илсе килтӗр!

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *