Вторник, 13 октября

55 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе

55 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе

Мӑшӑр 55 ҫул юратупа килӗшӳре пӗрле пурӑннине, пурнӑҫ сукмакне шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пӗр-пӗринпе такӑрлатнине ҫемье пурнӑҫӗн изумруд юбилейӗ теҫҫӗ. Ҫак юбилей ҫемьен ҫирӗплӗхне сӑнлать, мӑшӑр пӗр-пӗрне хисепленине, ҫемье ӑшшине мала хунине палӑртать.

Асанкассинче пурӑнакан Роза Назаровнӑпа Василий Пантелеймонович Белковсем ҫак кунсенче шӑпах изумруд юбилейне уявланӑ. Вӗсем ялти культура ҫуртӗнче паллашнӑ пулнӑ, кӑштахран паллашу — ҫирӗп туслӑха, унтан хӗрӳ юратӑва куҫнӑ. Мӑнкунра ҫамрӑксем туй кӗрлеттернӗ, 1970 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче вара ҫемье ҫавӑрнине официаллӑ майпа регистрациленӗ. Унтанпа ҫур ӗмӗр ытла ҫемье ӑшшине упраса, пӗр-пӗрне пулӑшса пырса Белковсем пурнӑҫ сукмакне алла-аллӑн такӑрлатаҫҫӗ.

Мӑшӑр икӗ ачана кун ҫути парнеленӗ, ӑс парса ӳстернӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ. Пурӑна-киле вӗсем ашшӗ-амӑшне 7 мӑнук парнеленӗ. Паянхи кун Белковсене ачисемпе мӑнукӗсем ҫеҫ мар, мӑнмӑнукӗ те савӑнтараҫҫӗ.

«Ҫемье телейӗ пӗр-пӗрне шаннинче, ӑнланнинче, упранинче», — теҫҫӗ юбилярсем. Малашне те вӗсен ҫемйинче телей курки тулса тӑкӑнса тӑтӑр, килӗшӳпе юрату хуҫаланччӑр.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *