Медицина ӗҫченӗ — чи хисеплӗ профессисенчен пӗри. Тухтӑра ҫынсем хӑйсен чи хаклӑ туприне — сывлӑхне шанаҫҫӗ. Ялта вӑй хуракан пӗтӗмӗшле практика врачӗ вӑл терапевт ҫеҫ мар, анлӑ профильлӗ специалист шутланать. Хӑйӗн участокӗнчи кашни ҫемьене пӗлсе тӑраканскер, хуть те хӑш самантра та чирлисене пулӑшу кӳме яланах хатӗр вӑл.
Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вӑй хуракан Диля Зиатдинова мӗн пӗчӗкрен шур халатлӑ ӗҫчен пулма ӗмӗтленнӗ. 2001 ҫулта шкула «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ пӗтерсен Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ Шупашкарти хула больницинче участокри врач-терапевтра ӗҫлесе опытне пуянлатнӑ. Унтан 2012 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программӑна хутшӑнса тӑван района таврӑннӑ. Паянхи кун Диля Гаязтиновна пӗтӗмӗшле практика врачӗнче ҫеҫ мар, врач-пульмонологра та тӑрӑшать.
— Хамӑн ӗҫе питӗ юрататӑп. Чи пӗлтерӗшли маншӑн — ҫынсене пулӑшма пултарни. Ял ҫыннисем тӗрлӗ ыйтусемпе ман пата пыраҫҫӗ. Хӑш чухне тӗрӗс сиплев панисӗр пуҫне вӗсене ӑшӑ сӑмахпа лӑплантарни, ыррине шанма пулӑшни те кирлӗ. Ҫавӑнпа та пациентсем патне тимлӗ пулма тӑрӑшатӑп, кама мӗн пӑшӑрхантарнине тӗпчесе пӗлетӗп, пулӑшу кӳретӗп, — паллаштарать хӑйӗн ӗҫӗпе Диля Зиатдинова.
Ялта пурте пӗр-пӗрне пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тӗрӗс мар диагноз лартакан, сиплевре йӑнӑшакан е хӑр-хар калаҫакан тухтӑра халӑх ырласа йышӑнмасть. Диля Гаязтиновнӑпа вара пачах урӑхла% ял ҫыннисем ӑна хисеплеҫҫӗ, ун ҫинчен яланах ӑшӑ сӑмахсем калаҫҫӗ, сывлӑхпа мӗн те пулин сиксе тухсан та ӑна шанса тӳрех ун патне васкаҫҫӗ.
Д.Зиатдинован профессири ӳсӗмӗсене тӗрлӗрен наградӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл пӗрре мар округ шайӗнчи Хисеп грамотисене, Тав хучӗсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех унӑн ЧР Патшалӑх канашӗн Тав хучӗ, РФ Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсен профессилле союзӗн Президиумӗн Хисеп грамоти, «За заслуги в борьбе с пандемией COVID-19» медаль, Раҫҫейри терапевтсен медицина обществин Хисеп грамоти те пур. Вӑл гастроэнтерологсемпе терапевтсен «Золотая фасоль» премине те тивӗҫнӗ, «За вклад в профессию» номинацире мала тухнӑшӑн ӑна Дипломпа наградӑланӑ. Диля Гаязтиновна регионсем хушшинчи «Я — женщина» конкурсра та пултарулӑхӗпе палӑрнӑ. 2022 ҫулта вӑл ӗҫлекен Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ «Чи лайӑх пӗтӗмӗшле врач практикин уйрӑмӗ» номинацире ҫӗнтерсе ятарлӑ Диплома та тивӗҫнӗ. 2023 ҫулта тухтӑр «Чи лайӑх пӗтӗмӗшле практика (ҫемье) врачӗ» номинацире республика шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пултаруллӑ ӗҫченӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен ҫырса та пӗтереймӗн.
Врач ӗҫӗ пӗрре те ҫӑмӑл мар пулсан та Д.Зиатдинова професси пӗлӗвне тарӑнлатса пыма вӑхӑт тупать. Вӑл районсем хушшинче, республикӑра тата Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене, семинарсене активлӑн хутшӑнать, час-часах тӗрлӗ курссенче пӗлӗвне пуянлатать, ытти тухтӑрсен паха опычӗпе паллашать. Тӑрӑшуллӑ специалист Комсомольски тӗп район больницин пуҫламӑш профсоюз организацине те пӗр хушӑ ертсе пынӑ. Профсоюз команди республика шайӗнчи конкурссенче тата ӑмӑртусенче час-часах мала тухнинче унӑн тӳпи пурах. Диля Гаязтиновна округӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче те хастар, «Молодая гвардия» обществӑлла организаци тата аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗ йӗркелекен мероприятисене час-часах хутшӑнать, профилактика мерисем ҫинчен каласа парать, сывлӑха упрама вӗрентет. Ҫавӑн пекех вӑл ЧР Обществӑлла палатин членӗн Л.В.Тарасован пулӑшуҫинче те тӑрӑшать.
Диля Зиатдиновӑна пурнӑҫра хавхалантарса пыракансем — мӑшӑрӗ тата икӗ ачи. Ывӑлӗ Данияр Шупашкарта строительство техникумӗнче пӗлӳ илет, хӗрӗ Амелия хальлӗхе шкулта ӑс пухать. «Ҫумра юратнӑ ҫынсем пурри темрен те хаклӑ. Ҫемьере килӗшӳ пулсан профессири йывӑрлӑхсем те хӑратмаҫҫӗ», — пӗтӗмлетет калаҫӑва шур халатлӑ ӗҫчен.
Наталья Калашникова.

