Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кунтах ачалӑхне ирттернӗ, шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗреннӗ Дмитрий Индюков ӳссе ҫитӗнсен, алла професси илсессӗн тӑшмана хирӗҫ тӑмалла пулать тесе нихӑҫан та шутламан пулӗ. Анчах та шӑпа ҫапла килсе тухнӑ. Ятарлӑ ҫар операци пуҫлансассӑнах ҫамрӑк йӗкӗт пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ. Ҫак вӑхӑт тӗлне вара алла диплом илнӗ каччӑ Шупашкар хулинчи 60-мӗш вӑтам шкулта ачасене истори предметне вӗрентнӗ. Ҫакӑ та чӑрмав кӳмен Димӑна, пӗр шухӑшлӑ виҫӗ юлташ контракт ҫыраҫҫӗ. Унтанпа яш каччӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмпех ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ.
Дмитрий нумаях пулмасть, акӑ, тӑван тӑрӑхра отпускра пулчӗ. Ҫавна май унпа тӗл пулма май килчӗ те. — Яла килсессӗн чунпа канатӑп. Инҫетре атте-аннешӗн, йӑмӑкшӑн, тӑвансемшӗн тунсӑхлатӑп. Вӗсене курас, калаҫас килет. Шутлӑ кунсем вара питӗ хӑвӑрт иртеҫҫӗ, отпуск кунӗсем сисӗнмеҫҫӗ те. Тӑван тӑрӑха таврӑнсассӑн Нӗркеҫ тата хам вӗрентнӗ вӑтам шкул ачисемпе, педагогӗсемпе тӗл пулма тӑрӑшатӑп. Ачасем кашни тӗлпулӑва чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Вӗсене пӗтӗмпех интереслӗ, ыйтусем нумай параҫҫӗ: мӗнле эсир унта, мӗн тӑватӑр, мӗн ҫиетӗр… тата ытти те. Уҫӑ калаҫусем ҫав тери кирлӗ. Эпӗ те вӗсемпе калаҫса йывӑр шухӑшсене манӑҫа хӑваратӑп. Юлташсемпе тӗл пулса калаҫни те хаклӑ. Тӗслӗхрен, Владимир юлташпа, вӑл та ҫар операцийӗнче, нумай вӑхӑт хушши тӗл пулманччӗ. Халӗ курнӑҫрӑмӑр, чылайччен калаҫрӑмӑр. Ют ҫӗрте пулнӑран, хаяр вӑрҫӑ саманчӗсене куҫпа курнӑран пурнӑҫа чӑннипех те хаклама вӗренетӗн. Кашни тӗлпулу, кашни ҫын хаклӑ. Йывӑр лару-тӑру пӗр-пӗрне, пурнӑҫа хаклама вӗрентет. Ҫӗнтерӳ пулатех, эсир пире шанӑр ҫеҫ, — калаҫрӗ Дмитрий Индюков.
Каччӑ пуҫ усакансен йышшинчен мар, темӗнле йывӑр пулсассӑн та вӑл савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа калаҫрӗ. Ентешсем гуманитари пулӑшӑвӗ яни мӗн тери хавхалану кӳнине уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗ:
— Тӑван тӑрӑхран килнӗ кашни япала хаклӑ. Ялти пыла тутанни халӗ те асрах, мӗн тери тутлӑ, сиплӗ вӑл. Ачасем ҫырусем, открыткӑсем ҫырни чуна ӑшӑтать, вулама кӑмӑллӑ. Ҫакӑ салтаксене хавхалантарать. Ҫырӑр, пулӑшу ярӑр.
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче Димӑна «Историк» позывнойпа пӗлеҫҫӗ. Ӑна вӑл ахальтен мар, истори предметне чунтан юратнӑран тата истори предмечӗн вӗрентекенӗ пулнӑран суйласа илнӗ. Паянхи кун пирӗн ентеш «Историк» Луганск облаҫӗнчи Кременная хулара ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать. Вӑл дронсене вӗҫтерекен тата ҫапса антаракан специалистсенчен пӗри. Алӑра яланах раци тата тӗрлӗ аппаратура унӑн. Кунта хӑвӑрт ӗҫлемелле, тытӑҫу хирӗнче йӑнӑшма пӗрре те юрамасть. Хӑв ҫеҫ мар, ыттисен пурнӑҫне упрассишӗн те тимлемелле.
— Яланах сыхӑ пулмалла. Тимлӗхе ҫухатма юрамасть. Пурте пӗрле кар тӑрса хирӗҫ тӑни пире пӗрлештерет. Юлташсем лайӑх. Кашнине шанма пулать. Пӗр-пӗрне пулӑшатпӑр. Кӑштах пушӑ вӑхӑт тупӑнсассӑнах тӑван киле шӑнкӑравлатӑп. Аттепе, аннепе калаҫатӑп. Вӗсене пӑшӑрхантарас килмест, — пӗлтерчӗ «Историк».
Тӑван тӑрӑхра каччӑна ҫывӑх ҫыннисем, тӑванӗсем, юлташӗсем яланах кӗтеҫҫӗ. Шӑнкӑравласан, кӗске СМС ҫырса ярсассӑн чунтан савӑнаҫҫӗ. Паянхи кун салтак ҫыхӑнӑва тухни темрен те хаклӑ. Эпир вӗсене ҫӗнтерӳпе кӗтетпӗр. Турӑ упратӑр пирӗн салтаксене.
Маттур та хастар ҫар ҫыннине Наталья Степановнӑпа Александр Иванович Индюковсем кун ҫути парнеленӗ. Тивӗҫлӗ воспитани парса ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулса ҫитӗнтернӗ. Мӗн пӗчӗкрен аслисене хисеплеме вӗрентнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ каланине ӑша хывса ӳснӗскер, патриотизм туйӑмне мӗн ачаранах хӑнӑхнӑскер, Дима ҫар ҫыннин пурнӑҫне суйласа илнӗ те.
Алевтина Ефремова.

