Декабрӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфира тухса 2025 ҫула пӗтӗмлетет, журналистсен тата ытти ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлать. Трансляци «Пӗрремӗш», «Россия 1», НТВ тата ытти каналсемпе тӳрӗ эфирта пырӗ, 12 сехетре пуҫланать. Ыйтусене «Москва-Путину.ру» тата «Москва-Путину.рф» сайтсем, социаллӑ сетьсенчи ятарлӑ страницӑсем урлӑ, 0-40-40 телефонпа СМС е ММС ярса, 8(800)200-40-40 номерпе шӑнкӑравласа, телефон ҫинчи ятарлӑ мобильлӗ хушӑм урлӑ пама пулать.

