Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем хӑйсен Тӑван ҫӗршыва сыхлас тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӑюллӑ салтаксем паттӑрлӑхшӑн тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин Кайнлӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранне Ранил Данисович Гайзатуллина Жуков медальне панӑ. Ӑна ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, ҫирӗп сывлӑх, телей, мирлӗ пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ. Ранил ҫак наградӑна ҫӗршыва хӑюллӑн та паттӑррӑн хӳтӗлесе тивӗҫнӗ.

