Паянхи кун пирӗн пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферисене куллен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи тупӑша ӳстерес тесен те ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курма май пур. Округри мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетес енӗпе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсенчен пӗринче — «Рассвет» ЯХПКра генетиксен пулӑшӑвӗпе усӑ курса ӗне кӗтӗвне тата та лайӑхлатнӑ.
Чи малтанах «Генетик» ОООран пулӑшу ыйтнӑ чухне хуҫалӑх ертӳлӗхӗ ҫак тӗллевсене лартнӑ% выльӑхсен, ҫав шутра ытларах пушмак пӑрусен, шутне ӳстересси, сӗтӗн пахалӑхне тата та лайӑхлатасси, ытларах пӑру сутса тупӑш илесси, кӗтӳри тӗрлӗ ушкӑна кӗрекен выльӑхпа май пулнӑ таран тухӑҫлӑрах усӑ курасси.
Генетиксем ҫак тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе комплекслӑн пикеннӗ. Чи малтанах вӗсем хуҫалӑхри кӗтӗве тишкернӗ, уйрӑм генетика планӗ хатӗрленӗ. Малашне пысӑк тухӑҫ пама пултаракан пушмак пӑрусен шутне ӳстерме тына пулма уйӑрса хатӗрленӗ голштин ӑрачӗллӗ вӑрлӑхпа усӑ курассине ӗҫе кӗртнӗ. Сӗтӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе кӗтӗве айршир тата джерсей ӑрачӗсемлӗ ӗнесем хушнӑ. Аш-какай енӗпе ытларах тупӑш илме нумай сӗт паракан ӗнесене Бельгин кӑвак ӑрачӗпе пӗтӗҫтернӗ.
Специалистсем хуҫалӑх ӗҫченӗсене кашни тапхӑртах консультацисем парса пынӑ, пӗтӗм ыйтӑва татса пама пулӑшнӑ. Тӑрӑшнине кура икӗ енлӗн килӗштерсе ӗҫлени лайӑх кӑтартусем тума май панӑ. Халӗ «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ — талӑкра кашни ӗнерен чи нумай сӗт суса илекен хуҫалӑх. Пӑрусене республикӑра тата унӑн тулашӗнче сутассине йӗркелесе янӑ, ҫавна май тупӑш шайӗ те палӑрмаллах ӳснӗ.
Хуҫалӑх ертӳҫи М.Р.Афанасьев туса ирттернӗ ӗҫпе кӑмӑллӑ. «Генетиксем ӗҫсене пӗлсе йӗркелени кӗтӗвӗн тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшать. Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑхӗнче ҫӗнӗлӗхсене ӗҫе кӗртме хӑраса тӑмасан ҫитӗнӳсем пулаҫҫех», — уҫать вӑл шухӑшне.
Наталья Медведева хатӗрленӗ.

