Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Элпуҫ ялӗнче пурӑнакан Анна Маркова 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ӑна ҫак паллӑ пулӑмпа саламлама хаклӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ.
Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Дружба» ЯХПК председателӗ Р.М.Мансуров, Комсомольскинчи районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова, Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.П.Афанасьева, Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Р.Ф.Розова, Элпуҫ территори уйрӑмӗн культура ӗҫченӗсем юбиляра ырлӑх-сывлӑх, телей, тата нумай ҫул ҫывӑх ҫынсен ӑшшипе киленсе пурӑнма суннӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ. Культура ӗҫченӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарса савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Анна Михайловна ӑна хисеплесе килнӗ ҫынсене чӗререн тав тунӑ, хӑйӗн пекех вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма суннӑ.

