Паян, ноябрӗн 28-мӗшӗнче, медицина службин ветеранӗ Зоя Коновалова 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне сывлӑха сыхлас, ҫынсене пулӑшу кӳрес ӗҫе халалланӑ.
Зоя Николаевна Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнсан та, мӗн пӗчӗклех йывӑр ӗҫе кӳлӗнсен те хӗр чунпа хытман, кӑмӑл ӑшшине ҫухатман, яланах ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ.
Зоя шур халатлӑ ӗҫчен пулас ӗмӗтне пурнӑҫласа Шупашкарти фельдшер шкулне вӗренме кӗнӗ. Унӑн вӗренӳ вӑхӑчӗ шӑпах Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн синкерлӗ ҫулӗсене лекнӗ. Шкула Сӗнтӗрвӑрри хулине куҫарса кайнӑ пулнӑ. Йывӑрлӑхсем пулсан та Зоя Николаевна фельдшер профессине алла илме ӑнтӑлнӑ, кирлӗ пӗлӳ илсе 1945 ҫулта ҫамрӑк специалист пулса тӑнӑ. Ӑна Комсомольски больницине эпидемиолог пулӑшуҫинче ӗҫлеме янӑ. Шӑпах Каҫал тӑрӑхӗнче паллашнӑ та вӑл хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе — Василий Коноваловпа. 1948 ҫулта юратакан чӗресем ҫемье чӑмӑртанӑ. Кӗҫех ҫут тӗнчене вӗсен ывӑлӗ Анатолий килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ывӑлне тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗ, аслисене хисеплеме, пулӑшу кирлӗ пулсан яланах ал пама вӗрентнӗ.
Ҫемье ҫавӑрсан Зоя Коновалова професси ҫул-йӗрне Анат Тимӗрчкассинчи фельдшер пунктӗнче заведующи пулса малалла тӑснӑ. 1957 ҫултан пуҫласа 1983 ҫулччен, мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех Вӑрманхӗрри Чурачӑк ФАПне ертсе пынӑ. 40 ҫула яхӑн медицина тытӑмӗнче ӗҫлесе вӑл нумай ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ, сывлӑхне упрама пулӑшнӑ. Ӑна районта питӗ хисепленине, унӑн ӗҫне пысӑк хак панине З.Коновалова тивӗҫнӗ Тав хучӗсемпе Хисеп грамотисем ҫирӗплетеҫҫӗ.
100 ҫулхи чаплӑ юбилей ячӗпе саламласа Комсомольскинчи тӗп больницӑн коллективӗ тата администрацийӗ Зоя Николаевнӑна ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, ҫемьере ӑшӑлӑх сунаҫҫӗ. Унӑн пурнӑҫ ҫулӗ суйласа илнӗ профессие чунтан парӑннине, ыркӑмӑллӑха кӑтартать. Паянхи шур халатлӑ ӗҫченсен те ҫынсен сывлӑхне упрас ӗҫре унран тӗслӗх илмелли пурах.
Ирина КОРНИЛОВА.

