Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче часах пӗтӗмӗшле тухтӑр практикин ҫӗнӗ уйрӑмӗ уҫӑлӗ. «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑскер ялсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе аякка каймасӑр тивӗҫтерес тӗллевлӗ.
Паянхи кун тӗлне ку объекта туса пӗтернӗ, халӗ лицензи илмелли тапхӑр пырать. Кирлӗ документсене пурне те хатӗрлесе ҫитерсен ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ пӗрремӗш пациентсем валли алӑкӗсене уҫӗ. Кунта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем ҫеҫ мар, Эткер, Хырхӗрри, Хурнай, Кӗтне Пасар, Асанкасси тата Вӑрманхӗрри Чурачӑк ҫыннисем тухтӑрсенчен пулӑшу илме пултарӗҫ.
Ҫурта паянхи стандартсене пӑхӑнса тунӑ. Вӑл пысӑк, ҫутӑ, илемлӗ. Шалта медицина пулӑшӑвӗ пама кирлӗ пӗтӗм техника хатӗрӗ, оборудованисем пур. Тухтӑр йышӑнасса кӗтмелли вырӑнсене те хӑтлӑх кӳнӗ. Ҫурт таврашӗнчи территорие тирпей-илем кӗртнӗ.
— Эпир тахҫанах ҫак куна кӗтнӗ. Ҫӗнӗ ҫурт пысӑк та ӑшӑ. Ҫакӑн пек условисенче сиплев илни пациентсене хӑвӑртрах сывалма, хӑйсене аванрах туйма пулӑшасса шансах тӑратӑп. Хӑтлӑ учрежденире медицина пулӑшӑвӗ тата та пахалӑхлӑрах пуласси, ялта пурӑнакансен сывлӑхне лайӑхлатма пулӑшасси иккӗлентермест, — уҫнӑ шухӑшне пӗтӗмӗшле практика врачӗ Роза Муравьева.
Пӗтӗмӗшле тухтӑр практикин ҫӗнӗ уйрӑмне уҫни округри сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне ҫирӗплетес ӗҫри курӑмлӑ утӑм пулӗ, квалификациллӗ медицина пулӑшӑвне пӗчӗк ялсенче пурӑнакансемшӗн ҫывӑхрах тата меллӗрех тӑвӗ.
Цитата
«Отрасль аталанӑвӗнче эпир пысӑк тӗллевсем лартатпӑр: медицина учрежденийӗсене ҫӗнетесси, онкоцентрсен, хӗрарӑмсен консультацийӗсен тата гериатри вырӑнӗсен сетьне анлӑлатасси. Санаторипе реабилитаци пулӑшӑвне, ҫав шутра ҫар операцийӗн ветеранӗсене те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Федераци центрӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулни Чӑваш Республикинче сывлӑх сыхлавне ӑнӑҫлӑ аталантармалли ҫӑлкуҫ пулса тӑрать. Раҫҫей сывлӑх министерствине пирӗн пуҫарусене тимленӗшӗн тата пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министрӗпе Михаил Мурашкопа тӗл пулнӑ май.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

