Нумаях пулмасть пирӗн округ территорийӗнче потребкоопераци ветеранӗсемпе савӑнӑҫлӑ тӗлпулу иртрӗ. Хӑнасене округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑхӗ, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Фарад Зейнетдинов, Комсомольски райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева, «Хлебозавод» ООО директорӗ Дмитрий Галкин, «Кооператор» ООО директорӗ Альбина Краснова тата «Торговый дом» ООО директорӗ Ирина Кочанова ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.
Вӗсем ветерансене муниципалитетӑн экономика аталанӑвӗ, райпо предприятийӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, ҫак отраслӗн йӗркеленӗвӗ ҫине шӑпах ветерансем пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗҫ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче производствӑна ҫӗнетсе пымалли ӑнӑҫлӑ енсене тата пулӑшусен пахалӑхне ӳстермелли майсене те сӳтсе яврӗҫ.
Малалла хӑнасем Каҫал тӑрӑхӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан организацисенче пулса курчӗҫ, Комсомольски тӑрӑхӗпе паллашрӗҫ. Потребкоопераци ветеранӗсем чи малтанах «Хлебозавод» ОООра пулчӗҫ. Организаци еплерех ӗҫленипе, продукци епле хатӗрленипе паллашрӗҫ. Паянхи кун ҫӑкӑр-булка, печени-премӗк тата пылак ҫимӗҫ хатӗрлекен завод хӑйӗн ассортименчӗпе чӑннипех те мухтанма пултарать. 100 яхӑн тӗрлӗ продукци хатӗрлеҫҫӗ кунта. Тутлӑ продукцие тӑван тӑрӑхра кӑна мар, республикӑн, кӳршӗ республикӑн суту-илӳ точкисенче те туянма пулать. Пахалӑхлӑ тавара хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче пурлӑхпа техника бази чылай пуянланнӑ: пӗҫермелли ҫӗнӗ йышши духовкӑсем туяннӑ, чуста ҫӑрмалли машина та ҫӗнӗ. Ӗҫченсене тӑрӑшма условисем те аванланнӑ, ӗҫ укҫи те лайӑх.
«Кооператор» ОООра пулса курнӑ май ветерансем лимонад, сок епле хатӗрленипе кӑсӑкланчӗҫ. Тутанса пӑхма та май пулчӗ. Тивӗҫлӗ канурисемшӗн — пӗтӗмпех интереслӗ тата ҫӗнӗ. Производство ӗҫӗпе паллашнӑ май ыйту ҫине ыйту пачӗҫ: лимонад савӑчӗсене ӑҫтан кӳрсе килетӗр е ӑна хӑвӑр хатӗрлетӗр, сок хатӗрлеме панулми ҫителӗклӗ-и, ӑҫтан илсе килетӗр, лимонадсене, сока камсем туянаҫҫӗ, продукци сутӑнать-и… Вун-вун ыйту ҫине Альбина Краснова тулли хуравсем пачӗ.
«Мир продуктов» магазинта, райпо аптекинче, хуҫалӑх таварӗсен магазинӗнче, «Торговый дом» ОООра та пулса курчӗҫ хӑнасем. Суту-илӳ точкисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнипе пӗрле ветерансем тавар та туянчӗҫ. Хӑйсен тӗлӗнӗвне, паллах, пытармарӗҫ:
— Каҫалсенчен вӗренмелли нумай, вӗсем яланах малта пулнӑ, паян та чи лайӑх ӗҫлесе пыракансен ретӗнче. Производство вӑйлӑ аталаннӑ, тавар ассортименчӗ пуян. Магазинсем хӑтлӑ та илемлӗ. Аталану ҫулӗпе малтан-мала утмалла пултӑр.
Урмаелӗнчи мечетре пулса курни те асра юлатех, паллах. Кунта вӗсем чылайччен курса ҫӳрерӗҫ.
Пӗтӗмӗшле каласассӑн, вӗсем Чӑвашпотребсоюзӑн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ аталану программи тӑрӑх туса пыракан улшӑнусем питӗ курӑмлӑ пулнине хӑйсен куҫӗпе курса ӗненчӗҫ. Нумайӑшӗшӗн ҫак тӗлпулу унччен пӗрле вӑй хунӑ ӗҫтешсемпе тӗл пулмалли, юлашки ҫулсенче ял мӗнле улшӑннине курса хакламалли лайӑх май пулчӗ. Мероприятие пуҫтарӑннӑ ветерансем Комсомольски муниципаллӑ округ ертӳлӗхне, кооперативлӑ организацисене тата Чӑвашпотребсоюза пӗрле тӗл пулса калаҫма май туса панӑшӑн, мероприятие питӗ лайӑх йӗркеленӗшӗн тав турӗҫ.
Алевтина Антонова.

